Лайăх кỹршĕ _ çывăх тăван пекех

Лайăх кỹршĕ _ çывăх тăван пекех

ÇАК кунсенче Хусан хулинче иртнĕ Халăхсем хушшинчи «Хунавсем: Раççейпе Китай _ пĕр-пĕриншĕн усăллă çыхăну» форум вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тата пирĕн делегаци темиçе ĕçлĕ тĕл пулу йĕркеленĕ. Ял хуçалăхĕпе туризм сферинчи партнер çыхăнăвне аталантарас тĕлĕшпе Ульяновск облаçĕн Губернаторĕпе Алексей Русскихпе чуна уçса калаçнин усси уйрăмах пысăк пуласса шанатпăр. Мĕншĕн тесен, эпир мĕн ĕлĕкрен Чĕмпĕрпе çывăх пурăннă, çак туслăх пыра-киле хавшама пуçлани хытă пăшăрхантаратчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев кỹршĕсемпе килĕштерме пĕлнине ырламалла кăна.

Регионсем агропромышленность комплексĕн сферинче чылайранпа килĕштерсе ĕçлеççĕ. 2022-çулта алă пуснă Килĕшĕве пурнăçласа, Чăваш Республикин предприятийĕсем кỹршĕллĕ облаçа тĕрлĕ продукци тăратаççĕ. Уйрăмах селекципе ăратлăх ĕçĕнче, çурхи туллăн элита вăрлăхĕпе тивĕçтернĕ çĕрте тата пулă ĕрчетме пулăшас енĕпе ỹсĕм пур.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ульяновск облаçĕ Китай Халăх Республикипе тачă çыхăнса ĕçленине ырланă.

«Сирĕн опытăрпа эпир те усă курма тăрăшатпăр, _ тенĕ Олег Алексеевич. _ Китайпа суту-илỹ ỹссех пырать, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, экспорт шайĕ 12 процент пысăкрах. Малашне эпир сирĕн опытăрпа анлăрах усă курса ĕçлессишĕн ытларах вăй хурăпăр».

Тĕл пулу вăхăтĕнче аталану çул-йĕрĕн малашлăхне сỹтсе явнă. Сăмахран, Чăваш Республики кỹршĕсене голштинск ăрачĕллĕ çамрăк пăрусемпе пушмак пăрусем тата эмбрионсем тăратма хатĕр.

Регионсене ăратлă хур чĕппи тăратас ыйту та интереслентернĕ. Чăваш Енри «Вурнарец» ООО Раççейре линдовский ăратлă хурсем ĕрчетекен пĕртен-пĕр завод шутланать. Предприяти Ульяновск облаçĕнчи кайăк-кĕшĕк фабрикисене таса ăратлă хур чĕппипе туллин тивĕçтерме пултарать.

Кунсăр пуçне, Чăваш Республикинчи ял хуçалăхĕн наукăпа тĕпчев институчĕ Ульяновск облаçне «элита» репродукциллĕ соя вăрлăхĕ, çĕр улмин «супер элита» тата «элита» репродукциллĕ «Гала», «Самба», «Краса Мещеры», «Ривьера», «Гулливер», «Метеор», «Пламя» сорчĕсене тăратма хатĕр.

Олег Николаевпа Алексей Русских туризм сферинче тачă çыхăнса ĕçлеме те килĕшсе татăлнă. Чăваш Республикин _ Ульяновск облаçĕнчи, Ульяновск облаçĕн Чăваш Республикинчи кунĕсене ирттерме йышăнни те савăнтарать.

«Олег Алексеевича пирĕн пĕрлехи ĕçе хастар хутшăннăшăн тав тăватăп, _ тенĕ Ульяновск облаçĕн Губернаторĕ Алексей Русских. _ Промышленность предприятийĕсемпе ял хуçалăхĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлени, туризма аталантарни икĕ регионшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çаксем пурте регионсен экономикине çирĕплетме май парĕç».

...ШĂПАХ 10 çул каялла _ 2015-çулхи августăн 19-мĕшĕнче _ Шăмăршăра Ульяновск облаçĕн Чăваш Республикинчи кунĕ иртни паян та куç умĕнчех тăнăн туйăнать. Эпир _ журналистсем _ çак паллă куна хаçатăн пĕр номерне халалларăмăр, пысăк тиражпа пичетлесе хăнасене валеçсе патăмăр.

Шăмăрша Ульяновск облаçĕн ун чухнехи Губернаторĕ Сергей Морозов ертсе пыракан пысăк делегаци килнĕччĕ. Çак кун «Туссем хушшинче _ пĕрле!»проекта старт пачĕç, икĕ регион пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлессине алă пусса çирĕплетрĕç.

Ульяновск облаçĕн кунне халалласа Шăмăршă ипподромĕнче уяв мероприятийĕ иртрĕ, спорт ăмăртăвĕ те пурне те илĕртрĕ. Туслăх уявĕнче «Чăваш Енпе Чĕмпĕр Ен хушшинчи экономикăпа культура çыхăнăвĕ» темăпа «çавра сĕтел» ĕçлерĕ. Ульяновск облаçĕн Губернаторĕ Сергей Морозов Шăмăршăра чаплă лару-тăрура халăха социаллă пулăшу паракан центр (Ваттисен çуртне) уçнă çĕре хутшăнчĕ. Чăнлă, Сенгилей, Ульяновск тата Майна районĕсенчен килнĕ культура ĕçченĕсем чун-чĕрене савăнтаракан пултарулăх номерĕсемпе савăнтарчĕç.

Шăмăршă ырă кỹршĕсене каллех кĕтсе илме хатĕр. Ульяновск облаçĕпе çеç мар, Олег Николаев Тутарстанпа та культурăпа экономика çыхăнăвне çирĕплетессишĕн тăрăшать. «Лайăх кỹршĕ _ çывăх тăван пекех», _ текен ваттисен сăмахне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ асрах тытни кăмăла çĕклет.

Ив.САЛАНДАЕВ.



22 августа 2025
15:18
Поделиться