Мур кунта ан килтĕрех!...

КĂÇАЛХИ августăн 11-мĕшĕнче _ 8 сехет те 15 минутра _ Шăмăршăри выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станцире телефон шăнкăртатнă.

_ Сире округри пĕрлехи дежурствăпа диспетчер служби чăрмантарать, _ илтĕннĕ трубкăран пăлхануллă сасă. _ ЧП!

Малалла ăнлантарса панă тăрăх, пĕрлехи дежурствăпа диспетчер службине (ЕДДС) ырă мар информаци килнĕ иккен: Шăмăршăри Красный бор урамĕнче пурăнакан Ш. гражданин вăрманта хир сыснин виллине тупнă. Çак тискер кайăк сысна мурĕпе (чума) аптăраса вилме пултарнă. Енчен те информаци тĕрĕс пулсан, округра пĕр тăхтаса тăмасăр чрезвычайлă лару-тăру туса хуни çинчен пĕлтермелле. Кунпа пĕрлех, сысна мурĕ ан сарăлтăр тесе, васкавлă мера йышăн- малла. Округри чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комисси _ ветработниксемпе пĕрле _ ЕДДС пĕлтернĕ вырăна çийĕнчех тухса кайнă.

Телей, сысна мурĕ çинчен пĕлтерни вĕренỹ хыпарĕ çеç пулнă. Апла пулин те, чире чăннипех тупса палăртнă пекех, тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ. Командăпа штаб вĕренĕвĕнче Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ятарлă звени, ветеринари контролĕн куçса çỹрекен посчĕ, биокаяшсене термически майпа пĕтерекен куçса çỹрекен комплекс, куçса çỹрекен дезинфекци установки, мобильлĕ санпропускник тата ытти техника ĕçленĕ. Çавăн пекех медицина, ветеринари, энергетика тата газ службисем, право йĕркине сыхлакан органсем, пушарнăйсем, санэпидслужбăпа çыхăну представителĕсем те хутшăннă. Пур служба та хăйсен ĕçне тĕрĕс те васкавлă тунипе палăрнă. Вĕренĕве вырăнти хăй тытăмлăх органĕ контрольлесе тăнă.

Сысна мурĕ _ хăрушă чир. Вăл питĕ хăвăрт сарăлать, унпа аптăранă сыснасем 100 проценчĕпех вилме пултараççĕ. Инфекцие тупнă тĕлтен 15 çухрăм таран вырнаçнă ялсенчи сыснасене выльăх хуçисенчен туртса илсе тĕп тăвас хăрушлăх пур. Енчен те эсир ял тулашĕнче е вăрманта вилнĕ хир сысни е килти сысна выртнине асăрхасан, çийĕнчех Шăмăршăри выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станцие тата ял территорийĕн уйрăмне пĕлтерĕр.

Е.ЖОЛОБОВА.

 



22 августа 2025
10:16
Поделиться