«Çĕнĕ кĕнекесен «çумăрĕ»

Çак ятпа Виçпỹрт Шăмăршă ял библиотекинче литература вăййи-çул çỹревĕ иртрĕ. Унта кĕнекен пĕчĕк тусĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем кĕнеке тĕнчин асамлăхне путрĕç, хайлавсен жанрĕсемпе тата авторĕсемпе, кăсăклă геройĕсемпе паллашрĕç.
Çавăн пекех «Çĕнĕ кĕнеке _ çĕнĕ тĕнче» выставка ачасене халерех кун çути курнă кĕнекесемпе паллашма май пулчĕ.
Л.Егорова.