Наци паркĕ Кăмпа фестивальне йыхравлать

СЕНТЯБРĔН 6-мĕшĕнче «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕ пурне те Кăмпа фестивальне чĕнет. Фестиваль парк территорийĕнчи Муллиная паççулкки патĕнче _ «Çăкалăхри çăтмах» текен ытармалла мар илемлĕ вырăнта _ иртет. Фестиваль программи питĕ пуян: кăмпа выставки-конкурсĕ, викторина, вăйă-кулă, юрă-ташă...

Уявра чи нумай кăмпа пуçтаракансене тата тăван çут çанталăк вăрттăнлăхĕсене пĕлекенсене чыслаççĕ. Пурне те кăвайт çинче пĕçернĕ ырă шăршăллă кăмпа яшкипе хăналаççĕ. Килĕр, курăр, савăнăр, аякри тата çывăхри тăванăрсене те фестиваль пуласси çинчен пĕлтерĕр!



22 августа 2025
10:03
Поделиться