Çĕнтерỹçĕсем сентябрьте паллă пулĕç
ЯЛА тирпей-илем кĕртес тата чечеклентерес тĕллевпе йĕркеленĕ республика смотр-конкурсĕн комиссийĕ заявка йышăнма чарăннă. Смотр-конкурса тĕрлĕ округран 70 заявка килнĕ. «Чечек пахчи тата кану вырăнĕ йĕркелесси» номинацие Шăмăршă муниципалитет округĕ те хастар хутшăннă.
Чăваш Республикин Строительство министерстви çĕнтерỹçĕсене сентябрь уйăхĕнче палăртĕ. Смотр-конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннăшăн _ 73600, иккĕмĕш вырăншăн _ 44200, виççĕмĕш вырăншăн 29400 тенкĕ преми парса хавхалантарĕç.