Пĕчĕк патриотсене ỹстеретпĕр

Тăван çĕр-шыва юратас-хаклас, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çапăçнă ентешсене хисеплес туртăма вăйлатас тĕллевпе, эпир _ Карапай Шăмăршă ял библиотеки тата кунти Культура çурчĕн ĕçченĕсем _ паттăрлăх сехетне ирттертĕмĕр. «Тăван çĕр-шыв хуралĕнче тăрать салтак...» мероприятие ял шкулĕн пуçламăш классен ачисем хутшăнчĕç.
Паттăрлăх сехетне Аслă Аттелĕх вăрçи участникĕсене асăнса лартнă палăк умĕнче йĕркелерĕмĕр. Çитĕнекен ăру çакна лайăх ăнланчĕ: фашизма хирĕç Карапай Шăмăршă тата Çĕнĕ Тăрăн çыннисем те паттăрла кĕрешнĕ. Тыл ĕçченĕсем вара Çĕнтерĕве вышкайсăр пысăк тỹпе хывнă. Пурне те пĕр тĕллев _ Тăван çĕр-шыва юратни тата тăшмана курайманни пĕрлештернĕ. Ачасем Астăвăм кĕнекипе (унта Шăмăршă районĕнчи вăрçă участникĕсен ячĕсене кĕртнĕ) кăсăкланчĕç, мăн аслашшĕсен аса илĕвĕсене каласа пачĕç, палăкăн Астăвăм хăми çинче çывăх тăванĕсен ячĕсене тупса вуларĕç.
Ятарлă çар операцийĕнче тăракан ентешсен ячĕсене асăнни, «Халăхăмăн шăпинчи вăрçă» кĕнеке выставки, СВО участникĕсем _ ашшĕсемпе тетĕшĕсем валли маскировка сетки çыхни мероприяти витĕмлĕхне ỹстерчĕ.
А.Алексеева, Л.Старшова.