«Пукане _ манăн тус»
Шăмăршăри Мультикультура библиотекинче «Наци культурисен пуканийĕсем» фольклор круизĕ пулчĕ: ачасем тĕрлĕ халăхпа наци йăли- йĕркин тĕнчине лекрĕç.
Малтанах Руçри пукане историйĕпе паллашма май килчĕ. Шăмăршă муниципалитет округĕнче пурăнакан нацисем пирки те пĕлĕве ỹстерчĕç.
Кĕнеке выставки урлă йăлара çирĕпленсе юлнă тата хальхи наци пуканийĕсемпе паллашрĕç.
Мероприяти ачасем пукане кĕлеткийĕсене касса кăларса наци çи-пуçне тăхăнтартнипе вĕçленчĕ. Фольклор круизĕ пурне те тĕрлĕ халăх культурипе çывăхлатрĕ, нацисем хушшинчи туслăхпа пĕрлĕх хакне туйтарчĕ.
О.Паймина.