Пуçлăхпа служащи кунĕ иртнĕ
АВГУСТĂН 15-мĕшĕнче Шупашкар округĕнчи Çырмапуç ялĕнче Чăваш Республикин муниципалитет пуçлăхĕпе служащийĕн кунĕ иртнĕ. Çак мероприятие Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин ертсе пыракан команда та хутшăннă. Пуçлăхпа служащи кунĕн программинче _ спорт ăмăртăвĕ, тĕрлĕ конкурс тата концерт номерĕсем. Шăмăршăсем спортра та, конкурсра та, юрă-ташăра та ырă тĕслĕхпе палăрнă.