«Пурăн, çăл куç, пурăн!»

Çăл куçăн пурнăçри пĕлтерĕшĕ пирки Чукал ял территори уйрăмĕн шăпăрланĕсем çак кунсенче тепĕр хут ăнланчĕç. Вырăнти библиотека тата культура ĕçченĕсем вĕсемпе экскурси йĕркелерĕç. Аслисем ертсе пынипе ачасем икĕ çăл куç патне çитсе килчĕç. Вĕсем сивĕ те тăрă çăл шывĕ çыншăн, вĕçен кайăкпа чĕр чуншăн тата ỹсен-тăраншăн питех те кирлĕ ĕçме (напиток) иккенне ăнланчĕç, çăл куçсене тасалăхра тытасси кашнин тивĕçĕ пулнине картрĕç, вĕсен умĕнче харпăр хăйне тытмалли йĕркепе паллашрĕç. Паллах, тăрна куçĕ пек тăрă çăл шывне ĕçсе киленчĕç, ăна киле валли савăта тултарчĕç. Мероприяти çамрăк ăрăва экологи пĕлĕвĕпе пуянлатни куç кĕрет.
Е.Малеева.