Çĕр-шывăмăрăн чысĕ
Кирек мĕнле мероприятие те РФ Патшалăх Гимнне янратса-юрласа, Çĕр-шывăмăрăн виçĕ тĕслĕ Ялавне çĕклесе-вĕлкĕштерсе пуçласси çирĕп йăлара. Уяв хăнисен аллинчи ялавсем те çилпе харăссăн хум- ханса паллă пулăмсенче пирĕн мăнаçлăхпа пĕрлĕхе палăртаççĕ. Ватти-вĕттишĕн те, вăй питтишĕн те _ Ялавăмăр чун пекех хаклă. Вăл _ Çĕр-шыв чысĕпе мухтавĕ!
Раççейĕн виçĕ тĕслĕ Ялавĕн историйĕ виçĕ ĕмĕр каяллах пуçланнă. Çĕр-шывăмăрăн хуçи _ Пĕрремĕш Петĕр патша _ 1705-çулта суту-илỹ карапĕсене шурă- кăвак-хĕрлĕ ялав çакмасăр ишеве тухма хушман.
Ялав кунне 1991-çулхи августăн 22-мĕшĕнчи пăлхав хыççăн уявлама тытăннă: çĕр-шывăн Верховнăй Совечĕ виçĕ тĕслĕ тăрăха наци ялавĕн статусне пама йышăннă. Шăп çав кун Тăван çĕр-шывăн тĕп хулинче Хĕрлĕ Пресньăри çурт çине шурă-хĕрлĕ-кăвак тăрăх çакнă. Унччен совет саманинчи Раççей Ялавĕ хĕрлĕ тĕслĕ пулнă, ун çинче çурлапа мăлатук мăнаçлăн курăннă.
2000-çулта «РФ Патшалăх Ялавĕ çинчен» ФКЗ-не алă пуснă. Тата 8 çултан çак документа 9.1 статья кĕртнĕ. Унта Раççей Федерацийĕн Ялавĕпе уйрăм çынсемпе юридици сăпачĕсем усă курма юрани, анчах Çĕр-шывăмăрăн символне вараламалла марри çинчен каланă.
Раççей Патшалăх Ялавĕн кунĕнче пур регионта та чаплă уявсем, патриотизмла мероприятисем, спорт ăмăртăвĕсем, авто- тата велочупусем, флешмобсем, конкурссемпе концертсем иртеççĕ. Тĕллев _ Раççейĕн патшалăх символĕсен кирлĕлĕхне çынсем патне çитересси.
Халĕ, ятарлă çар операцийĕ пынă тапхăрта, Çĕр-шывăмăрăн Патшалăх Ялавĕ нацистсемпе шовинистсене хирĕç кĕрешме йыхăракан, çул кăтартакан хăйне евĕр атрибут палли пулса тăчĕ. Раççей Патшалăх Ялавĕпе пĕрле ку е вăл халăх çыннисем хăйсен регионĕн Патшалăх Ялавне çĕклеççĕ. Çакă _ пĕрлĕх палли!
Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче, сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа, вĕренỹ эрнисене Раççей Патшалăх Ялавне çĕкленинчен пуçласси йăлана кĕчĕ. Ялав çĕкленĕ чухне Раççей Федерацийĕн Патшалăх Гимнĕ янăрать. Ытти организаципе учрежденири пекех, шкулсенче Çĕр-шывăмăрăн Патшалăх Ялавĕ, Патшалăх Гербĕ, Патшалăх Гимнĕн тексчĕ, çавăн пекех РФ Президенчĕн, регион Пуçлăхĕн тата муниципалитет пуçлăхĕн сăн ỹкерчĕкĕсем фойере _ пуриншĕн те курăнмалли çĕрте _ çакăнса тăраççĕ. Вĕренекенсене ку веçех Тăван çĕр-шывăмăрăн хăватне туйма май парать. Çак традици çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парассинче ырă витĕм кỹресси куç кĕрет. ... Вĕлкĕштĕр, ăшă çилпе хумханса варкăштăр Патшалăхăмăр Ялавĕ, юратнă Раççейĕмĕр мăнаçлăхне туйтартăр...
З.Свеклова.