Республикăри чи лайăх çарпа патриотизм клубĕ _ Шăмăршăра!
2025-ÇУЛХИ майăн 15-мĕшĕнче пуçланса июнĕн 15-мĕшĕччен республикăра «Чи лайăх çарпа патриотизм клубĕ» ята тивĕç пулассишĕн конкурс иртнĕ, ăна Атăл çи федераци округĕнчи «Тăван çĕр-шыв геройĕсем» проектпа килĕшỹллĕн йĕркеленĕ.
50 пин çынран каярах пурăнакан ял-хулари çарпа патриотизм клубĕсем хушшинче Шăмăршă вăтам шкулĕнчи «Подвиг» («Паттăрлăх») клуб çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. «Подвиг» («Паттăрлăх») клуб ĕçĕ çинчен хатĕрленĕ материала Атăл çи федераци округĕнче 2025-çулта ирттерекен «Тăван çĕр-шыв геройĕсем» конкурсăн II-тапхăрне хутшăнма ярса параççĕ.
А.МУЛЬДИЯРОВ.