Штраф тỹлеттереççĕ

«ШĂМĂРШĂ ХЫПАРĔ» хаçатăн августăн 15-мĕшĕнчи номерĕнче «Юрать-ха, упана таптаман...» заметка пичетленнĕччĕ. Унта кăçал çул çинче тискер кайăксене нумай таптаса вĕлерни çинчен çырнă. Калăр-ха, чĕр чуна таптанăшăн водителе штраф тỹлеттереççĕ-и?

Н.ВАСИЛЬЕВ.

Шăмăршă ялĕ.

_ Саккунпа килĕшỹллĕн, тискер чĕр чуна çапса хăварнăшăн водителе айăплаççĕ. Патшалăха сиен кỹнĕшĕн унăн штраф тỹлемелле. Сăмахран, пăшишĕн (лось) _ 80 пин, пăланшăн _ 40 пин, хир сыснишĕн _ 30 пин, мулкачшăн 1 пин тенкĕ тỹлеттереççĕ.

Енчен те ОСАГО пулсан, тăкака страхлав компанийĕ саплаштарать, анчах машинăна юсама водителĕн хăйĕн укçине тăкаклама тивет. Страховка пулмасан штраф укçине водительтен шыраса илеççĕ.

Асăрхаттаратпăр: авари пулнă вырăнтан пăрахса кайма юрамасть, куншăн водитель правине туртса илме пултараççĕ е административлă майпа явап тыттараççĕ. Руль умĕнче ларакансен ирхине тата каç кỹлĕм уйрăмах асăрхануллă пулмалла.

Анатолий ПАВЛОВ, Чăваш Республикинчи Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин пай пуçлăхĕ.



22 августа 2025
10:22
Поделиться