Слетра хастарлăх кăтартнăшăн

«ЯЛТА чи лайăххисем» агрослета йĕркелесе ирттерме хастар хутшăннăшăн Шăмăршăри халăх театрĕн режиссерне Валентина Львовăна Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви Тав çырăвĕпе чысланă.

Аса илтеретпĕр: «Ялта чи лайăххисем» агрослет кăçалхи çуркунне Тăвай округĕнче иртнĕ, унта Шăмăршă çамрăкĕсен делегацийĕ те активлă хутшăннă, Тав çырăвне тивĕç пулнă.



22 августа 2025
10:07
Поделиться