«Сурпан» юрри янрарĕ Мускавра...

«Сурпан» юрри янрарĕ Мускавра...

Августăн 18-мĕшĕнче Виçпỹрт Шăмăршă ял клубĕ çумĕнчи «Сурпан» фольклор коллективĕ (ертỹçи _ Ирина Муллина, аккомпаниаторĕ _ Федор Малов) çĕр-шывăмăрăн тĕп хулине _ Мускава _ çитсе килчĕ. Вăл РФ Ял хуçалăх министерстви йĕркеленĕ регионсенчи апат-çимĕç бренчĕсен «Раççей техĕмĕ» («Вкусы России») гастрономи тата культура фестивальне хутшăнчĕ, халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен выставкинче (ВДНХра) Чăваш Ен тараватлăхĕ пе ăсталăхне, культурине куракансем патне çитерчĕ.

Вуншар-вуншар халăх коллективĕ хушшинче «Сурпан» _ Чăваш Республикинчен пынă пĕртен-пĕр коллектив _ чăваш наци сăн-сăпатне яр-уççăн кăтартма мехел çитерчĕ. Тĕп сцена çинче 30 минут хушши анатри чăвашсен вырăнти йăли-йĕркине кăтартрĕ, халăх юррисене шăрантарчĕ. Куракансем тăвăллăн алă çупни, хавхалантару сăмахĕсене кăшкăрни ансамблĕн ăнăçлăхне çирĕплетрĕ.

Çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă хăнасене виçпỹртсем çăкăр-тăварпа та кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç, сăйларĕç. Кăмăллă пулăм: кăпăшка çавра çăкăра уяв хăнисем ним юлмичченех çисе ячĕç. Мускавра пурăнакан ентешсене тăван енăшшине парса хăварчĕç: ытарайми чăваш тĕрриллĕ сувенир-магнитик парнелерĕç. Шăмăршă муниципалитет округĕн хисеплĕ гражданинĕ Сергей Васильевич Саминский йĕркеленипе, Шăмăршă округĕн централизациленĕ клубсен системин директорĕ Александр Сатеев тĕп хулари ентешлĕхпе тĕл пулу ирттерчĕ. Чăвашлăха тĕп хуламăрта халăх умне кăларни, ентешсемпе çыхăнăва çирĕплетни «Сурпана», чăн та, чыс-хисеп кỹрет.

Татьяна Давыдова, округри централизациленĕ клубсен системин методика пайĕн заведующийĕ.



22 августа 2025
10:17
Поделиться