«Тыл пулăшни _ хăй çур Çĕнтерỹ!»
Япала хыççăн япала ăсанать фронта. Апат-çимĕç е гигиена хатĕрĕ-и, ĕç хатĕрĕ е хỹтлĕх япали-и _ çапăçу хирĕнче ним те ытлашши мар. Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕ акă сакăр тĕрлĕ гуманитари япали янтăлатчĕ. Халĕ вара 9-мĕш ĕç тĕсне те алла илме пуçларĕ. Вăл _ «пурнăç» сулли (браслет выживания) çыхасси.
Сулă _ ал тунине е карабин çине çыхмалли çăмăл та питĕ çирĕп кантра, тăршшĕ _ 5 метр. Ăна «паракорд» ятлă материалтан хатĕрлеççĕ. «Пурнăç» суллине туртсан вăл темиçе çеккунтрах саланса тăсăлать. Унпа тактикăра, хуçалăхра, медицинăра усă кураççĕ. Çапăçу условийĕсенче суранлă ал-урана çыхса юн юхма чармашкăн, аманнă салтака вăрçă хирĕнчен илсе тухмашкăн, груза çирĕплетмешкĕн, татăлнă шнура улăштармашкăн, тăшман ал-урине çыхса лартмашкăн, татти-сыпписĕр «тăхлан çумăр» «çунă» вăхăтра патронсене туртма, минăсене сиенсĕрлетнĕ тата çăмăл машинăна туртса кăларнă чух трос вырăнне меллĕ. Паллах, салтаксене тăван кил ăшшипе тĕрекне туйма та май парать çак «асамлă» кантра. «Пурнăç» суллине çыхмашкăн чи малтан Ираида Глухова (Шăмăршă) пуçăнчĕ. Вăл ытти маттур хĕрарăмпа кăнтăрла маскировка сетки çыхать, килне таврăнсан _ каçхине _ аллине паракорд тытать. Ираида Михайловнăн пуçарулăхĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пуласса шанатпăр.
Юлашки икĕ эрнере пирĕн пуçару ушкăнĕ сахал мар ĕç-пуç турĕ: 7 маскировка сетки тата 6 «пурнăç» сулли çыхрĕ, 7 хỹтлĕх плащĕпе 4 мăшăр гетры çĕлерĕ. Кăшт маларах Запорожье тата Луганск тăрăхне пысăк парти гуманитари пулăшăвĕ ăсатнăччĕ _ вĕсене вырăна тĕрĕс-тĕкел илсе çитернĕ (кун пирки хаçатра çырнăччĕ).
Салтакăмăрсем валли аялти кĕпе-йĕм çĕлесси çине те тимлĕх уйăратпăр. Халĕ акă Галина Михайлова (Çĕнĕ Шăмăршă) илсе килнĕ материалтан ăна çĕлетпĕр. Галина Антоновна тĕслĕхне мала хуракансем округра пурах ĕнтĕ. Ахаль выртакан пусма татăкех çи-пуç çĕлеме вырăнлă пулĕ. Çак кунсенче Чапай (позывной) ентешĕмĕр заказне пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçлетпĕр. Гуманитари япалисене Белгород енне ямалла. Укçа-тенкĕсĕр ним те хатĕрлеме çук. Çавна шута илсе, округ çыннисем, гражданла тĕрĕс позици йышăнса, пире пулăшма пултараççĕ. Маскировка сетки _ чи малтан кирлĕ хатĕрсенчен пĕри. Паянхи куна ăна «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕ 320 (!) штук таран çыхса янтăларĕ. Хĕрарăмсен хастарлăхĕ умĕнче çĕре çити пуçăма таяссăм килет.
Пирĕнтен ăсанакан япаласене фронтра питĕ хапăллаççĕ. Сăмахран, Тихий (позывной) ентешĕмĕр, пиртен пĕр хут çеç пулăшу илчĕ пулин те, тав туса пĕтереймест.
_ Сиртен пулăшу илни пире хăват кỹрет, _ тет вăл телефонпа çыхăнмассерен, _ тăшмана хăвăртрах çапса аркатма хавхалантарать! «Тыл пулăшни _ хăй çур Çĕнтерỹ» тени, чăн та, тĕрĕсех.
Фронтри, госпитальти салтакăмăрсене пулăшас кăмăллисем пирĕнпе çак номерпе çыхăнма пултараççĕ: 8-927-853-84-81.
Валентина Еремеева, Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.