Тĕп тема _ пилĕк çуллăх программа
АВГУСТĂН 20-мĕшĕнче Шăмăршă муниципалитет округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Ăна ирттерме Шупашкартан «Гостехнадзорăн» Чăваш Республикинчи патшалăх инспекцийĕн тĕп инспекторĕ Владимир Димитриев тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов килнĕ. Вĕсем Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Сергей Галкинпа пĕрле администраци çуртĕнче иртнĕ анлă канашлу ĕçне хутшăнчĕç.
Информаци кунĕн тĕп теми _ Чăваш Республикин тата муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пилĕк çуллăх валли хатĕрленĕ социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн «Чăваш Ен _ 2030» программине сỹтсе явасси. Çỹлте асăннă программăпа паллаштарнă май, Владимир Димитриев умра пысăк та кăткăс задачăсем тăнине палăртрĕ. Программăра йышăннине пурнăçа кĕртесси кашни çын хăйĕн вырăнĕнче тỹрĕ кăмăлпа тата пуçарулăх кăтартса ĕçленинчен нумай килет.
2025-çулхи сентябрĕн 12-14-мĕшĕнче эпир Чăваш Республикин Пуçлăхне тепĕр пилĕк çуллăха суйлатпăр. Канашлура Пĕрлĕхлĕ сасăлав кунĕнче тата маларах сасăламалли майсем çинчен ăнлантарса пачĕç, суйлава пур çĕрте те йĕркеллĕ, саккуна çирĕп пăхăнса ирттермеллине палăртрĕç. Информаци ушкăнĕ çак кун Шăмăршă ял территори уйрăмĕнчи граждансемпе тĕл пулчĕ, Информаци кунĕн темипе калаçу йĕркелерĕ. Тĕл пулу хыççăн округ администрацийĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнчĕç.
Н.ИЛЬИНА.