«Тăван çĕр-шыв» ăнлав _ ваттисен сăмахĕнче

Пурăнсан _ Тăван çĕр-шывшăн пурăнас, усă тăвас.

Пуçран хакли _ Тăван çĕр-шыв теççĕ.

Тăван çĕр-шыв сывă пулсан, тăван йăву та пулĕ сан.

Тăван çĕр-шыв ăшши _ чĕрем тулли ырри.

Тăван çĕр-шыв _ анне, ют çĕр-шыв _ ама çури.

Тăван çĕр-шыв чысĕшĕн пуçна ан шелле.

Тăван çĕр-шывсăр этем юрăсăр шăпчăк пек: ун савăнăçĕ те, хуйхи те пулас çук.

Тăван çĕр-шывра хĕвел те ăшăрах.



22 августа 2025
10:10
Поделиться