Виçĕ Сăпас _ виçĕ уяв

Виçĕ Сăпас _ виçĕ уяв

Август тĕн праçникĕпе пуян. Вĕсенчен пĕри _ Сăпас. Вăл хăй виçĕ тĕрлĕ: Пыл сăпасĕ, Пан улми сăпасĕ, Тырă (Мăйăр) сăпасĕ. Çак уявсен пĕлтерĕшĕпе уйрăмлăхне Хайпăла ачисем ял вулавăшĕнче пĕлчĕç. Кунта шăпăрлансем Сăпасăн çын пурнăçĕнчи вырăнĕпе паллашрĕç. Уйрăмах вĕсене авалтан асанне-асаттемĕр Сăпас кунĕ тăрăх çут çанталăка сăнани, çавна кура çĕр ĕçне йĕркелени çинчен калани к ă с ă к л а н т а р ч ĕ . Арçын ачасемпе хĕрачасем Сăпас пылĕн усси тата пыл «паракан» чечексем пирки те нумай çĕннине пĕлчĕç. Пĕлĕве тарăнлатма тупмалли юмахсен тупсăмне шырани, «Пан улми миххи» викторина ыйтăвĕсене хуравлани, «Вăйă картинчи пан улми» вăййа выляни, «Виçĕ Сăпас» выставкăпа паллашни пысăк витĕм кỹчĕç.

Н.Матвеева.



22 августа 2025
10:37
Поделиться