Чăваш Енре беспилотнике сăн ỹкерме чарнă
ЧĂВАШ ЕНРЕ беспилотник тапăннине сăн ỹкерме тата видео ỹкерме чарнă. Çапла йышăннă оперштаб ларăвĕнче. МЧС ăнлантарнă тăрăх, беспилотник тапăннине, ăна персе антарнине, вăл ỹксен мĕн пулнине сăн ỹкерме тата видео ỹкерме, интернета кăларма юрамасть. Çакна информаци тăшман патне ан çиттĕр тесе тăваççĕ.
Йĕркене пăсакансене административлă майпа явап тыттараççĕ. Чи пысăк штраф виçи _ 300 пин тенкĕ.
Н.ТЕПИТОВ, Патăрьелĕнчи полици пайĕн Шăмăршă уйрăмĕн начальникĕ.