«Эпĕ _ хĕрарăм» конкурса хутшăннăшăн тав тунă

РЕСПУБЛИКĂРА «Эпĕ _ хĕрарăм» конкурс пиллĕкмĕш хут иртнĕ. Кăçал унта Шăмăршă муниципалитет округĕнчен 28 хĕрпе хĕрарăм хутшăннă. Сасăлав кăтартăвĕ тăрăх, «Эпир _ 21-ĕмĕрти çамрăксем!» номинацире Палтиел хĕрĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки Аксинья Долгова, «Кĕтсем мана» номинацире Карапай Шăмăршăри психоневрологи интернатĕнче сестра-хозяйкăра ĕçлекен Любовь Измайлова иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çавăн пекех Марина Васильева уйрăм предпринимательпе И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенткин Яна Кондратьевăн ĕçне те комисси пысăк хак панă.

Иртнĕ эрнере Шăмăршăра Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен союзĕн председателĕн çумĕ Алевтина Федорова пулнă, республикăри «Эпĕ _ хĕрарăм» конкурс участницисене тата активисткисене чĕререн тав тунă. Тĕл пулу ăшă та илемлĕ лару-тăрура иртнĕ.

Т.МАТВЕЕВА.



29 августа 2025
11:27
Поделиться