Федераци инспекторĕ _ Шăмăршă тăрăхĕнче

ИРТНĔ эрнере Шăмăршă округĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Григорий Сергеев пулнă, граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăннă.

Округра пурăнакансен нумай ыйту пуçтарăннă: Шăмăршăра Перекет банкĕн офисне уçасси, Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн çуртне тĕпрен юсасси, ялсенче хуçасăр йытăсем ерчесе кайни тата ытти те. Федераци инспекторĕ граждансен кашни ыйтăвне çирĕп контроле илесси çинчен пĕлтернĕ.

Округ администрацийĕн пуçлăхĕпе Сергей Галкинпа пĕрле Григорий Сергеев Палтиелĕнчи шыв управĕн инфраструктурипе, Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕпе паллашнă, «Чăваш вăрманĕ» Наци паркне çитсе курнă.



29 августа 2025
13:50
Поделиться