Фронта чун ыйтнипе пулăшатпăр
Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕ фронта пулăшассине тĕп ĕç вырăнне хурать. Гуманитари пулăшăвĕ пухасси-ăсатасси, хỹтлĕх япалисем хатĕр- лесси пирĕншĕн чун ыйтни пулса тăчĕ.
Я. ентешĕмĕр заказĕпе, эпир ретранслятор (çĕр çинчи радиостанцисен ĕçĕн радиусне пысăклатма пулăшакан устройство) туянмашкăн укçа-тенкĕ пухассине йĕркелерĕмĕр. Ушкăнпа пĕр ятлă чатри çынсем тата Я-па пĕр класра вĕренекенсем тỹпе хывнипе кирлĕ суммăна пухса çитернĕпе пĕрех.
Маскировка сетки çыхасси анлă сарăлчĕ. Ăна эрне хушшинче 11 штук çыхрăмăр, 4 хỹтлĕх плащĕпе 4 мăшăр гетры, 17 штук аялти йĕм, 4 «шăмă» минтер çĕлерĕмĕр, 3 «пурнăç» сулли янтăларăмăр.
Уйрăм çынсем пирĕн патăмăра _ районти Культура çуртне _ япаласем илсе килсех тăраççĕ. Акă Анфиса Федотова (Çĕнĕ Шăмăршă) фронт çывăхĕнчи госпиталь валли _ 3 минтер, вырăн çине сармалли 2 комплект, СВОра тăракансем валли 3 ятарлă çи-пуç (спецодежда) пачĕ. Елизавета Чернова (Шăмăршă) вара 2 простынь, марля (5 м), нỹрĕ салфетка (1 упаковка) илсе пычĕ. Анфиса Михайловнăпа Елизавета Ивановна тĕслĕхĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пуласса шанатпăр.
Пирĕн ĕçĕн кирлĕлĕхне ăнланса, хакласа «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕн хастарĕсене «Фронта пулăшнăшăн» медальпе (Раççей çарĕсене пулăшакан фонд наградипе) чысларĕç. Акă вĕсем: Валентина Любимова, Нина Тихонова, Любовь Давыдова, Галина Веденеева, çак йĕркесен авторĕ.
Пирĕн пулăшу вырăнлă та вăхăтлă пулни мăнаçлантарать.
Валентина Еремеева, «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.