Карапай Шăмăршăри Çвяттуй Николай ячĕллĕ храм-часовньăра шкулта вĕренекенсемпе студентсем тата учительсем валли çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕнхи молебен ирттернĕ. Храм настоятелĕ _ Иоанн иерей _ кĕлĕре пурне те çвяттуй шывпа пĕрĕхнĕ, Турă пилĕпе лайăх вĕренме тата ĕçлеме ырă суннă.