Олег НИКОЛАЕВ: «Гуманитари пулăшăвĕ пама хутшăнакан кашни çынна чĕререн тав тăватăп»

ИРТНĔ эрнере Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ятарлă çар операцийĕн зонине тата Запорожье облаçĕнчи Бердянск районне черетлĕ гуманитари грузĕ ăсатнă çĕре хут- шăннă.
Груза «Пĕрле» Фонд Чăваш Республикин Промышленность тата Çут çанталăк министерствисемпе, волонтер пĕрлешĕвĕсемпе, республикăри йывăç хатĕрлекенсемпе, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕсемпе чунтан тăрăшса хатĕрленĕ. Темиçе фурăра _ пирĕн республикăран Тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме кайнă паттăрсемпе Бердянск районĕ валли чи кирли япаласем. Чăваш Енĕн ырă кăмăллă çыннисем пиломатериал, генераторсем, электрооборудовани, медикамент, çавăн пекех Бердянск шкулĕсем валли вĕренỹ хатĕрĕсем парса яраççĕ.
«Паян эпир сирĕнпе СВО-ри хамăрăн ентешсем _ Тăван çĕр-шыва паттăррăн хỹтĕленекенсем патне черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатма пуçтарăнтăмăр. Эпир малти линири кашни боеца _ вăл хăш регионран пулнине пăхмасăр _ пулăшмахатĕр. Çакă вырăс халăхĕн пĕрлĕхне тепĕр хут уççăн çирĕплетет.
Пирĕн боецсене тата шефа илнĕ района гуманитари пулăшăвĕ пама хутшăнакан кашни çынна чĕререн тав тăватăп, _ тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. _ Эпир çак пулăшăва тăшмана çĕнтеричченех парса тăрăпăр. Эпир _ çĕнтеретпĕрех!»
Мероприятие Тăван çĕр-шыв воинĕсен çемйисен Федераци Комитечĕн ертỹçи, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи граждан обществипе çын прави енĕпе ĕçлекен Канаш членĕ Юлия Белехова хутшăннă, гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлеме тăрăшнăшăн Чăваш Республикинче пурăнакансене пуç тайса тав сăмахĕ каланă.
Олег Николаев Çĕнтерĕве çывăхартма хутшăнакан чи хастар çынсене _ предприятисен ертỹçисемпе сотрудникĕсене, волонтерсене тата тĕн представителĕсене _ Тав çырăвĕпе чысланă.
Н.ИЛЬИНА.