Петр ТИХОНОВ: «Вăрмана чунпа юратăр!»

Петр ТИХОНОВ: «Вăрмана чунпа юратăр!»

ИСТОРИ наукисен кандидачĕн, Раççей Федерацийĕпе Чăваш АССР тава тивĕçлĕ вăрманçин, халăх академикĕн Петр Тихонович Тихоновăн кун-çулĕ Шăмăршă тăрăхĕпе тачă çыхăннă. 1977-1986-çулсенче вăл Шăмăршă механизациленĕ вăрман хуçалăхне пултаруллă ертсе пычĕ, Петр Тихонович тăрăшнипе лартнă çĕр-çĕр гектар çамрăк хунав тавралăха илем кỹрет. 1984-çулта Чăваш Енре пуринчен малтан Вăрман музейĕ йĕркелесе район историйĕнче ылтăн сас паллипе çырăнса юлчĕ. Петр Тихонович _ вăрман историйĕпе çыхăннă 40 ытла кĕнеке авторĕ. Шăмăршă вăрман хуçалăхне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ май, эпир Петр Тихоновичран интервью илтĕмĕр.

_ Петр Тихонович, Эсир: «Вăрмана чунпа юратăр», _ тесе калани яланах асăмра тăрать. Сире эпĕ пултаруллă ертỹçĕ, тĕплĕ тĕпчевçĕ пулнишĕн çеç мар, вăрманти кашни йывăçа ашшĕ хăйĕн ачине ачашланă пек юратнишĕн те хисеплетĕп.

_ Çапла, хам лартнă йывăçсене _ нумай-нумай çул иртсен те _ курса ачашлас килет. Нумай-и, сахал-и _ хамăн пурнăçри çур ĕмĕре ытла вăрмана халалларăм.

_ Сăмахăмăра малалла тăснă май, калаçăва паянхи паллă событипе _ Шăмăршă вăрман хуçалăхне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнипе _ çыхăнтарар-ха. Эсир вăрман хуçалăхĕн историне тарăннăн тĕпчесе пирĕн район хаçатĕнче те, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче те темиçе статья пичетлерĕр. Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн малтанхи утăмĕсемпе паллаштараймăр-ши?

_ Паллă ĕнтĕ, Шăмăршă вăрман хуçалăхне 1925-çулта йĕркеленĕ, малтанласа вăл «Шамкинский» ятлă пулнă. Хăй тĕллĕн ĕçлекен предприяти пулса хуçалăх 4 çул пурăннă. 1929-çулхи октябрь уйăхĕнче вара Чăваш АССРĕнчи мĕн пур вăрмана çĕнĕрен йĕркеленĕ «Севвостлес» трест аллине панă. Чăваш Ен территорийĕнче Шупашкар, Вăрнар, Улатăр тата Йĕпреç вăрманпромхозĕсем туса хунă. Вĕсем пурте «Севвостлес» треста (Чулхула) пăхăнса тăнă. Шăмăршă вăрман хуçалăхĕ малтанласа Улатăр вăрманпромхозне кĕнĕ. 1932-çулта _ пысăк предприятисене пайласан _ Шăмăршă вăрманпромхозĕ туса хунă. Кунти вăрман фончĕ 67812 гектар шутланнă.

_ Вăрман ĕçне ертсе пынă çынсене асăнса тухар мар-и?

_ Вăрманпромхоз тытăмĕ нче 4 вăрман пункчĕ, 4 вăрман хуçалăх участокĕ (ун чух лесничествăсене çапла каланă) шутланнă. Шăмăршăри участока _ Иван Дмитриевич Коновалов, Шăмалакрине _ Илья Александрович Мансуров, Пашьелĕнчине _ Василий Федорович Урнев, Турханкасси участокне Арсений Михайлович Романов ертсе пынă. Вăрмана 10 объездпа 76 обход çине пайланă, вăрман хуралçисем 31 картунта пурăннă. 33 тата 21 метр çỹллĕш икĕ пушар вышки пулнă. Шалти телефон линине 100 çухрăм тăрăшшĕ тăсни те _ калама çук пысăк ĕç. Çавăн пекех, хыр- чăрăш йĕкелĕсене типĕтме сушилка туса лартнă.

_ Эпĕ хам та _ çамрăк чух вăрман ĕçне вĕреннĕ тата пĕр хушă Çĕпĕрти тайгара ĕçленĕ май _ патшалăх планне пурнăçласа йывăç нумай касма тивнине пĕлетĕп. Вăрман çаралса пынине лесниксем аяккинчен пăхса тăман ĕнтĕ...

_ Вăрман хуçалăхĕ вăрманпромхоз аллинче пулнă тапхăрта йывăçсăр лаптăксем 7738 гектар пуçтарăннă (1936-çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне). Çамрăк вăрман сахал лартнă. 1933-çулта, сăмахран, пурĕ те _ 29 гектар, 1934-çулта _ 86, 1935-çулта _ 68, 1936-çулта 40 гектар йывăç вăрлăхĕ акнă тата çамрăк хунав лартнă. Вăрмана пăхса тăрас ĕç япăх пынă. 1935-çулта, акă 50 гектар _ тасатнă, 145 гектар _ сайратса, 203 гектар талккишĕпех каснă. Çапла вара, вăрман хуçалăхĕн ĕçĕ самаях хавшанă.

СССР Халăх Комиссарĕсен Совечĕпе ВЦИК Президиумĕ 1936- çулхи июлĕн 2-мĕшĕнче йышăннă Постановленипе килĕшỹллĕн, Атăл, Дон, Днепр, Урал тата Хĕвел анăç Двина бассейнĕсем вырнаçнă вăр- мансенчен шыва сыхлакан зонă- сем туса хунă. Чăваш АССРĕнчи мĕн пур вăрмана шыва сыхлакан зонăна кĕртнĕ. Пур зона та ССР Союзĕн Халăх Комиссарĕсен Совечĕ çумĕнчи вăрмана сыхлас тата вăрман лартас ĕç управленине пăхăнса тăнă. Çав Постановление пурнăçласах 1936-çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнче çĕнĕрен Шăмăршă вăрман хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Вăрманпромхоз директорĕнчен _ Иван Матвеевич Матвеевран _ ĕçе Чулхулари вăрман сыхлавĕпе вăрман лартас ĕç управленийĕн председателĕ И.М.Маркелов йышăннă. Часах вăрман хуçалăхĕн директорĕ пулма Г.П.Павлова çирĕплетнĕ. Çав çулсенче вăрманпромхоз аппаратĕнче вăрман хуçалăхĕ енĕпе çаксем вăй хунă: директорĕн вăрман хуçалăхĕ енĕпе ĕçлекен помощникĕ Николай Ефимович Нестеров, вăрман хуçалăхĕн техникĕ Евгений Кириллович Кириллов, вăрман сыхлавĕн начальникĕ Степан Кузьмич Кузьмин, вăрман хуралĕн отрячĕн начальникĕ Степан Васильевич Луконин, вăрман хуçалăхĕн техникĕ Петр Иванович Абакумов. Шăмăршă районĕнчен вăрман хуçалăхĕнчи ертсе пыракан вырăнсенче ĕçлеме чылай специалиста суйласа илнĕ. Сăмахран, Вырăс Чукалĕнче çуралса ỹснĕ А.К.Скрипин _ Улатăр вăрман хуçалăхĕн директорĕнче, Улмаллă çынни Н.Т.Никифоров _ Пăрачкав вăрман хуçалăхĕн директорĕнче, Патирек çынни В.К.Крылов Киря вăрман хуçалăхĕн аслă лесничийĕнче ĕçленĕ. И.Д.Коновалов вара «Чăвашлес» трест управляющине çити çĕкленнĕ. Вăрман хуçалăхĕ вăрмана сыхлас, пăхса тăрас, çамрăк хунавсем лартса чĕртес задачăсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă.

_ Петр Тихонович, çак задачăна паянхи вăрманçăсем _ Шăмăршă лесничествин тата Чукалпа Палтиел участок лесничествисен ĕçченĕсем _ чыслăн пурнăçлама тăрăшаççĕ. Вăрман ĕçĕнче тĕрлĕ реформа пулса иртрĕ пулин те, Шăмăршă вăрманĕ кашлать-ха, каснă лаптăксем вырăнне çамрăк вăрман ешерни савăнтарать. Петр Тихонович, паянхи вăрманçăсене Эсир мĕн каласшăн?

_ Хаçатра вырăн панипе усă курса, çамрăксене тата хисеплĕ ветерансене, çут çанталăка упрас ĕçпе çыхăннă кашни çынна Шăмăршă вăрман хуçалăхне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ ятпа тата Вăрман ĕçченĕсен кунĕпе чĕререн саламлатăп! Çулсем иртĕç, эсир паян тăвакан ырă ĕç хăйĕн «çимĕçне» парĕ, эсир лартнă тата сыхласа ỹстернĕ йывăçсем пулас ăрусене савăнтарĕç. Манăн пехил сăмахĕ çапла: вăрмана чунпа юратăр, тусăмсем! Ветерансене асран ан кăларăр, вĕсен ырă ĕçне малалла тăсăр.

Ив.САЛАНДАЕВ калаçнă.



29 августа 2025
16:14
Поделиться