Пĕрлешсен район хаçачĕсене аталанма çăмăлрах пулĕ
Пĕрлешсен район хаçачĕсене аталанма çăмăлрах пулĕ
Иртнĕ эрнере Экономикăн аслă канашĕн черетлĕ ларăвĕнче ЧР Цифра министерствин аталану стратегине тишкерчĕç. Михаил Степанов министр 2030 çулччен республикăра цифра сервисĕсем епле çĕнелесси пирки каласа кăтартнипе пĕрлех массăллă информаци хатĕрĕсен пуласлăхĕ пирки те сăмах хускатрĕ.
Ку, паллах, республикăра медиахолдинг йĕркелессипе çыхăннă. Ытти облаç-крайра ĕçлесе пурăнакан журналист туссем район, регион хаçачĕсем хупăнни çинчен пăшăрханса пĕлтереççĕ. Телее, Чăваш Енре ун пек тĕллевсем, шухăшсем çук. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та яланах вĕсене упраса хăварасси, аталантармалли пирки калать.
Чи тĕрĕс çул — массăллă информаци хатĕрĕсен пĕрлешмелле. Унсăрăн самана кăларса тăратакан çĕнĕлĕхсем хыççăн ĕлкĕрсе пыма çук. Райхаçат редакцийĕсенче паян вăтамран 4-7 çын вăй хурать. Вĕсен вара эрнесерен кун çути куракан хаçата статьясемпе тултарнисĕр, соцсетьсенчи ушкăнсене, телеграм-канала ертсе пынисĕр пуçне почтальон вырăнне хаçат валеçме чупмалла, çырăнтармалла, йĕркелỹ ыйтăвĕсене татса памалла, килĕшỹсем çирĕплетмелле, хаçата ăçта пичетлесси пирки шухăшламалла.
Çапла майпа паянхи журналистăн корреспондент кăна мар, юрист та, экономист та, почтальон та, дизайнер та, менеджер та, закупщик та, психолог та, строитель те, каçарăр та, тирпейлỹçĕ те пулма тивет. Пĕрлешсен вара районти журналистсен ытларах хăйсен тỹрĕ тивĕçĕсене кăна тумалла пулĕ. Тĕпчевлĕ-тишкерỹллĕ статьясем çырма, интереслĕ шăпаллă çынсене шырама, соцсетьсенчи ушкăнсене, мессенджерти канала паха контентпа пуянлатма вăхăт ытларах пулĕ.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Цифра министерствин аталану стратегине ырласа йышăнни палăртнă тĕллевсем çитес вăхăтра пурнăçа кĕрессине шанма май парать.
Д.Моисеев