Çĕр улми _ нумай, ăçта сутмалла?

ÇАК ыйту канăç памасть паян Шăмăршă муниципалитет округĕнче пурăнакансене. Кăçал кашни килти хуçалăхрах çĕр улми ăнса çитĕннĕ, ял çынни ăна ниçта чикме аптăрать. Ытти çулсенче «иккĕмĕш çăкăра» аякран килекенсем туянатчĕç, халĕ вĕсем те курăнмаççĕ. Округра хатĕрлев ĕçне йĕркелеме никам та шутламасть. Ял çыннисем паха çĕр улминех выльăха çитереççĕ, ăна сутса, укçа-тенкĕ ĕçлесе тума ĕмĕтленни кăлăхах пулчĕ пулмалла.



29 августа 2025
13:57
Поделиться