«Салтаксемшĕн эпĕ _ ашшĕ вырăнĕнче»
Çак кунсенче ятарлă çар операцийĕнче тăракан ентешĕмпе _ Михалычпа (позывной) _ тĕл пулма телей килсе тухрĕ. Калаçу Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕç пирки пычĕ.
Автор.
_ Ырă вăхăт тĕлне пултăр, Михалыч!
_ Сывлăх сунатăп Сире те!
_ Сана отпуска таврăннă ятпа саламлатăп. Ху та, çемйỹ те хытах тунсăхланă пуль ĕнтĕ...
_ Паллах. Пуринчен ытла хĕрĕм тунсăхланă. Эпĕ Дашăна курас килнĕ самантра аллăмри хỹтлĕх суллине (оберег) пăхатăп, Хăй аллипе ăсталанă сулăри (браслетри) уйрăм «сас паллисенчен» (шăрçасенчен) «папа» тесе «çырни» (çыхни) чунăма ăшăтать, тунсăха сирет.
_ Ашшĕн вара хĕрĕн телейлĕ ачалăхĕшĕн кĕрешмелле, çуралнă кĕтесшĕн, Тăван çĕр-шыв малашлăхĕшĕн нацистсемпе çапăçмалла. Кала-ха, йывăр вăхăтра сана мĕн вăй парать?
_ Ыйтăвăн пĕр пайне хуравларăм. Хамăн çемье ăшши, юратнă аннем пиллĕхĕпе кĕлли, аппасен ырă сăмахĕ _ куллен хăват кỹрекенни. Тата... аслă ăру çыннисен тĕслĕхĕ! Аттем _ Аркадий Петрович _ Чехословакире çар тивĕçне пурнăçланă, кунти событисене те хутшăннă. Асаттем Петр Григорьевич _ артиллерист пулса, кукаçейĕм Филипп Васильевич снайпер пулса Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çапăçнă.
_ Ку _ патриот сăмахĕ!
_ ...Палтиел вăтам шкулĕнче вĕреннĕ чухне илнĕ пĕлỹпе хăнăху _ мĕн пур ăнăçлăхăн никĕсĕ. «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраттăм. Уйрăмах мана физика, алгебра, истори, физкультура килĕшетчĕç. Спортпа туслăччĕ. Çăмăл атлетика, йĕлтĕрпе чупасси, волейбол, баскетбол... _ спортăн юратнă тĕсĕсем. «Зарница» тата «Орленок» çарпа патриотизм вăййисене тăтăшах хутшăнаттăм, шкулти çамрăк армеецсен отрячĕн командирне суйлатчĕç мана. Вăйсăррине хỹтĕлесси, ертỹлĕх ăсталăхĕ ачаллах палăрнă темелле. Аттестат илнĕ хыççăн Раççей Шалти ĕçсен министерствин Чулхулари академийĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕрентĕм. Шупашкарти пĕр милици уйрăмĕнче тимлерĕм. Йĕрке хуралĕнче 11 çул хушши (вĕренни те кĕрет) тăрăшни мораль тĕлĕшĕнчен çирĕпленме пулăшнах ĕнтĕ.
2014-çулта стройка енĕпе харпăр хам ĕçĕме юлташпа пĕрле йĕркелесе ятăм _ хам çине шанасси çакăнта пуçланчĕ.
_СВОна хăçан лекрĕн?
_ 2022-çулхи июньте Шупашкарти çар комиссариатне кайрăм, ятарлă çар операцине каймашкăн контракт çыртăм. Çапла вара, августăн 28-мĕшĕнче доброволецсен шучĕпе Чăваш Енĕн «Атăл» çыхăну батальонне çаклантăм. 2-мĕш партипе сентябрĕн 5-мĕшĕнче Херсон тăрăхне çитрĕм.
_ «Атăл» тенĕрен, ун шăпи питĕ хурлăхлă килсе тухрĕ...
_ Çапла. Ун йышĕ вăйлă чакрĕ... Малтан Чăваш республикинчи çамрăксем кăначчĕ унта. 2023-çултанпа ун йышĕнче _ çĕр-шывăмăрăн тĕрлĕ регионĕн çыннисем.
_ Вăрçă _ хăрушă пулăм! Малти линире уйрăмах...
_ Ку тĕрĕсех. 2023-çулта малти линие кĕрсе тухрăм. Ураран амантăм _ çар госпиталĕнче сиплентĕм, операци те турĕç. Самайлансан _ каллех строя. 2023-çулхи февральте Угледаршăн çапăçрăмăр. Çур (!) бригада çапăçу хирĕнче выртса юлчĕ. 2023-çулхи май уйăхĕнче Артемовск (Бахмут) хулишĕн хаяр çапăçусем пулчĕç. Салтакăн, хĕç-пăшалсăр пуçне, тата çийĕнчи тумне _ тимĕр каскăпа броня- жилета _ тăхăнса утмалла-чупмалла. 45 килограмм таякан çи-пуçпа 27 çухрăма утса-чупса, хырăмпа шуса парăнтарни _ хамăршăн та ĕненме хĕн. Хамăрăннисем патне 5 талăк хушши тухнине епле манăн тата!
_ Çи-пуç тенĕрен, унпа мĕнле тивĕçтереççĕ сире? Çăвăнма-тасалма услови пур-и? Гуманитари пулăшăвĕ кирлĕ мар-и?
_ Çи-пуçа çулталăкра пĕр хутчен параççĕ. Енчен те çапăçура çĕтĕлсен- çурăлсан _ çийĕнчех çĕннипе улăштараççĕ. Сăмах май, апат-çимĕçрен эпир татăлмастпăр. Тушенка таранах çителĕклĕ пирĕн. Пĕр çын пуçне, сăмахран, эрнелĕх шыв норми _ 15_20 литр таран тивĕçет. Хамăртан юлнă апат-çимĕçе çывăхри чиркĕве леçетпĕр: вырăнти çынсем вĕсене унта кайса илеççĕ. Сарайĕнче мунча тăватпăр, тимĕр кăмакана пĕрлех турттарса çỹретпĕр. Куçса çỹрекен кăмакана та хута ятăмăр. Пире маларах Шăмăршă округĕ медикаментпа пулăшнăччĕ _ паянхи кунччен тав тăватăп ентешĕмсене. Мĕн кирли веçех пур пирĕн.
_ Çанталăк та тепĕр чухне чăрмав кăларса тăратать...
_ О-о-о, мĕнле йышши чăрмав тухса тăрать çанталăка пула! Çулла _ 50-55 градус шăрăха тỹсме, кĕрлĕ-çурлă _ йĕпе-сапапа, çăрăлчăк пылчăкпа тарăхма тивет. Мĕн тăвăн _ чăтмаллах! Хĕл, чăн та, пирĕн тăрăхринчен çемçерех, ăшăрах.
_ Вăрçăри кашни самант чĕрене кĕрсе ларнă ĕнтĕ...
_ Унсăр епле пултăр-ха... Марш-бросок, татти-сыпписĕр вĕçекен дрон, сирпĕнекен снаряд-бомба... Юлташсене çухатни _ ĕмĕр тỹрленми суран...
Çак саманта каласа хăварам. Пĕрре эпĕ Малыш (позывной) боецпа чутах вилĕм серепине çакланаттăм. Иккĕн çеçчĕ эпир. Сасартăк хамăр çинелле бомба вĕçсе килнине асăрхарăмăр _ çĕр çумне лăпчăнтăмăр. 120 метр радиуса сирпĕнекен хĕç-пăшалтан ним те юлмастчĕ паллах. Мĕн тетĕр? _ кассетăллă (!) бомба сывлăшра çурăлмарĕ, пиртен пĕр 50 метрта çĕр ăшне тăрăнчĕ. Эпир _ пурнăçпа сыв пуллашнăскерсем _ çакăн хыççăн хамăра çĕнĕрен çуралнă пек туйрăмăр...
_ Тем те курма-чăтма тивет салтаксен... Михалыч, çыхăну батальонĕсĕр фронтра пĕр утăм та тума май çуккине ăнланатпăр. Эсĕ ху мĕн енĕпе яваплă (вăрттăнлăх мар пулсан)?
_ Тĕрĕсех калатăр, çыхăну _ фронтăн тĕп шăнăрĕ. Фронтри пĕтĕм операци çыхăну урлă пулса пырать. Ай, меллĕ самантпа усă курса калам-ха, çыхăну ĕçĕнче чăваш тата бурят чĕлхисемпе усă куратпăр. Ыттисемшĕн ку чĕлхесене ăнланма йывăр. Конспираци кирлĕ-çке. Эпĕ малтан замполит пултăм _ салтаксемпе политика тата воспитани енĕпе ĕçлерĕм. Психолог та, педагог та, политик та _ такам та пулма тиврĕ. 2024-çулхи августăн 27-мĕшĕнчен пуçласа рота командирĕн тивĕçне пурнăçлатăп. Мана 81 çын пăхăнса тăрать. Чи асли _ 64-ра, чи çамрăкки _ 22-ре. Кашнин _ хăйĕн характерĕ, хăйĕн ăс-хакăлĕпе пултарулăхĕ... тата чун ыратăвĕ. Пурте çемьеллĕ: кил-йышри йывăр лару-тăру ыйтăвĕсене пĕрле татса пама тивет. Мана, 40 тултаракан арçынна, ашшĕ вырăннех хураççĕ ротăра. Эпĕ вĕсен кашни утăмĕшĕн яваплă: тутă-и, питĕ-и, çемйинче йĕркеллĕ-и _ веçех пĕлсе тăмалла, пулăшмалла. Задание ярасси, унтан кĕтсе илесси _ чи асаплă самант маншăн. Вăрçăра тем те пулма пултарать-çке... Умри задачăсене пурнăçлани, хăйсем чĕрĕ-сывă таврăнни _ хăйне евĕр уяв: салтаксемшĕн те, маншăн та.
_ Питĕ кăткăс, питĕ яваплă сан тивĕçỹ... Михалыч, сан хăюлăхупа паттăрлăхна наградăпа та палăртнах ĕнтĕ...
_ Çапла. РФ Оборона министерствин «СВО участникĕ», «Çапăçура палăрнăшăн», 2-степеньлĕ «Çапăçури паттăрлăх» («Воинская доблесть») ведомство медалĕсемпе, РФ Патшалăх наградисемпе _ Суворов медалĕпе, Жуков медалĕпе _ чысларĕç мана.
_ Чăн-чăн салтак тата командир! Çывăх çыннусен санпа мăнаçланмалăх пур, уйрăмах _ аннỹн.
_ Тавах. Тĕрĕссипе, аннеме те _ Ольга Филипповнăна _ тĕрлĕ шайри Тав хучĕсемпе, «СВО участникĕн амăшне» медальпе наградăларĕç.
_ Тивĕçлĕ! Эпир те санпа, Аннỹпе мухтанатпăр. Михалыч, сире _ МИР салтакĕсене _ Çĕнтерỹпе кĕтетпĕр. Хăвăра упрăр, яланах Турă хỹтлĕхĕнче тăрăр...
_Шанса тăрăр: эпир çĕнтеретпĕрех!
Зинаида СВЕКЛОВА.