Шăмăршăра Пушкин пулни çинчен е çĕр ыйтăвне вăл мĕнле татса панă?
_o2nu01yg.jpg)
ЧĔМПĔР округ сучĕн архивĕнче (2-мĕш кăларăм, 113-,133-, 143-, 206- стр.) эпĕ интереслĕ документ асăрхарăм. Унта 1667- çулхи çу кунĕнче Шăмăршă тăрăхне Михаил Федорович Пушкин стольник тата воевода килсе кайни çинчен çырнă.
Кам-ха вăл «стольник» текен çын тата пирĕн патăмăра мĕн нушапа çитсе курнă?
4 томлă Вырăс чĕлхи словарĕнче (А.П.Евгеньева редакциленĕ) çапла ăнлантарса пани пур: «Стольник _ 13-17-ĕмĕрсенчи Вырăс патшалăхĕнче бояртан кĕçĕнрех чин. «Стольник» сăмах çак чин патша сĕтелĕ хушшинче боярсемпе тата княçсемпе юнашар ларнипе çыхăннă».
Михаил Федорович пирĕншĕн Чĕмпĕр енчи чаплă дворянсен Пушкинсен йăхĕнчен тухнипе те паллă. 1664-çулта ăна Чĕмпĕр хулин воеводи пулма çирĕплетнĕ. Воевода ун чух «çар пуçĕ» пĕлтерĕшпе çеç çỹремен, вырăнти хăй тытăмлăх администраторĕ те шутланнă.
Михаил Пушкин Шăмăрша килесси çĕр ыйтăвĕпе сиксе тухнă пысăк тавлашупа çыхăннă.
1657-çулта патша çарĕнчи службăран таврăннă Мряске Синяевпа унăн 18 юлташне хальхи Тутар Тĕкки ялĕ патĕнче çĕр уйăрса панă. Çак çĕрпе çеç çырлахмасăр, Тонгильдейка Тумаев, Ади Кочкаров тата темиçе çын Чĕмпĕр воеводинчен пысăкрах лаптăк уйăрма ыйтнă.
Чĕмпĕр приказ çурчĕн (Симбирская приказная изба) кĕнекинче Тумаевпа Кочкаров ыйтакан çĕре маларах ясак (налук) тỹлекен Янайка Петровпа унăн юлташĕсем _ ирçе çыннисем _ йышăннине асăннă, çапла вара çĕр пирки пысăк хирĕçỹ пулас хăрушлăх тухса тăнă. Ун чух Чĕмпĕр уесĕнче çĕршĕн ялпа ял юн юхтарса çапăçнă тĕслĕх пĕрре кăна пулман.
«В Симбирских писцовых и межевых книгах письма и меры и межевания стольника М.Ф.Пушкина наряду с д.Тюки «служилых татар Тоньгильди Кочкарова с товарищи» указана д.Тюки «ясашной мордвы Янайки Петрова с товарищи и большой спор разрешен мирно без рукоприкладства», _ çапла çырнă Михаил Пушкин Шăмăрша килсе кайнă хыççăн.
«Архив Симбирского окружного суда» сборникра Пушкин тутарсемпе ирçесем хушшинчи çĕр ыйтăвне мĕнле майпа татса панине интереслĕ çырса кăтартнă.
Михаил Федорович икĕ ял старостине те пĕрер така пусса хăна пуçтарма хушнă, хăйĕн укçипе виçĕ витре эрех туяннă. Вăрман хĕрринчи улăхра уяв (Сабантуй) йĕркеленĕ, пухăннă халăх умĕнче Тонгильди Кочкаров тутарпа Янайка Петров ирçене пĕр-пĕрне алă партарнă тата тулли мăйрака (эрехе така мăйраки çине ярса ĕçнĕ _ автор) шаклаттарса, малашне туслă пурăнма сăмах калаттарнă. («Архив Симбирского окружного суда». 2-мĕш кăларăм, 206-стр.). Урăхран Тутар Тĕккипе Ирçе Тĕкки хресченĕсем çĕр пирки пĕрре те тавлашман, хăйсене туслаштарнă «Пушкин господина» яланах ырăпа аса илнĕ.
Михаил Пушкин воевода Шăмăршăра Ф.Хомуткина хупах (кабак) уçмашкăн ирĕк пани те интереслĕ. Кунта килекенсене сăмаварпа чей ĕçтернĕ. Пĕр вăхăтрах 12 çын чейпе хăналанма пултарнă. Хупахри пурлăх пĕтĕмпе _ эрех-сăра хатĕрĕсемпе икĕ кăмакана шутласан _ 21 тенкĕ те 65 пуспа танлашнă. Хупахра пурнăç хуйхи-суйхине хĕрлĕ тата шурă эрехпе е сăрапа «лăплантарма» май пулнă.
Вăл тапхăрти хакпа шутласан, 1667-çулта сăмавар _5, чейник _ 1, сăра юхтармалли кран _ 1 тенкĕ те 20 пус, чей кашăкĕ _ 12 пус, четвĕрт кĕленчи 3 тенкĕ те 26 пус тăнă (ГАУО. Ф _ 395. Оп.1.Д.11.22-23-листасем).
Юлашкинчен Михаил Федорович Пушкин стольник тата воевода çинчен кĕскен те пулин каласа хăварар. Михаил Федорович _ вырăссен аслă поэчĕн Александр Сергеевич Пушкинăн аякри тăванĕ, дворянин. Ăна çывăх пĕлнĕ çынсем çырса хăварнă тăрăх, Михаил Федорович лутрарах пỹллĕ, кăтра çỹçлĕ вăр-вар çын пулнă, сăвăсем те çырнă.
Михаил Федоровичăн ывăлĕ _ Алексей Михайлович _ патша çумĕнче вăрттăн канашçă (тайный советник) шутланнă, каярахпа Воронеж кĕпĕрнин губернаторĕнче ĕçленĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ. (Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕн докуменчĕсемпе усă курнă).