Шăнкăрав сăвви

Шăнкăр-шăнкăр шăнкăрав

Таврара ирех янрать.

Çакăн пек çап-çут кунра

Вĕренме вăл йыхăрать.

Ачасем те студентсем

Ак утаç Пĕлỹ çуртне.

Пуçра _ çутă ĕмĕтсем!

Эс пухсам ăс-хал мулне.

Вĕренỹ карапĕ, кур,

Халь чĕнет инçе çула...

Тăрăшса вĕрен! Маттур,

Ăслă ÇЫН сан пулмалла!

Раççее тĕреклетме

Пур манра хĕрỹ хĕлхем.

Ан сỹнтер çак хĕлхеме!

Тыт çỹлте Çĕр-шыв чысне!

Надежда Чечекпи,

В.В.Бараев поэт-патриот ячĕллĕ преми лауреачĕ.



29 августа 2025
14:38
Поделиться