Таврăнатчĕ тĕрмерен...

Хисеплĕ вулаканăмăр! Иван Саландаев журналист сире çĕнĕ рубрика сĕнет. «Следователь каласа панинчен» рубрикăпа пичетленекен материалсенче автор право йĕркине сыхлакан органсен ĕçĕнчи интереслĕ самантсем, вĕсем пурне те хумхантаракан уголовлă ĕçсене уçса пани çинчен каласа парĕ. Çак ярăмри пĕрремĕш материал («Таврăнатчĕ тĕрмерен...») пирки редакцие тата автора хăвăрăн шухăшăра пĕлтерсен малашнехи ĕçре пысăк пулăшу пулĕччĕ. Пĕлсе тăма: статьяна чăн пулнă уголовлă ĕç материалĕпе усă курса хатĕрленĕ.
22 СЕХЕТ те 10 минутра полици уйрăмне ватă хĕрарăма такам мăшкăллани, хĕнесе-амантса пĕтерни çинчен шăнкăравласа пĕлтерчĕç. «Васкавлă пулăшупа» илсе килтĕмĕр. Вăй- халĕ çук, хальлĕхе ыйтса ан чăрмантарăр-ха», _ терĕ полицие евитленĕ хĕр врач.
Хĕрарăмсемпе хĕрсене мăшкăлланă кашни тĕслĕх полицишĕн яланах йывăр «ЧП» шутланать. Йĕрке сыхлавçисем мĕн пур вăя айăплине тупса палăртас ĕçе хураççĕ. Халĕ те акă Петров майор преступника мĕнле те пулсан хăвăртрах шыраса тупма тĕллев лартрĕ, хăйне пăхăнакансене оперативлă та тĕрĕс ĕçлеме хушрĕ.
Тепĕр кун хĕрарăм сывлăхĕ пăртак самайланнăччĕ ĕнтĕ. Петров майор ăна ерипен те ачашшăн ыйтусем пачĕ, преступникăн сăн-сăпатне уçса палăртма тăрăшрĕ.
_ Ĕне кĕтỹрен таврăнманччĕ, _ хуллен çеç калаçрĕ ватă хĕрарăм. _ Каçа юлса пулин те, шырама тухрăм. Халĕ ăнман кăмăллă çынсем нумай, пусĕç те какай тăвĕç терĕм. Шырарăм-шырарăм _ тупаймарăм. Питĕ ывăнтăм, ураран ура иртместчĕ. Вара вăрман хĕрринчи йывăç айне канма лартăм. Тĕлĕрнĕ те кайнă. Хама такам хыттăн чăмăртанине туйса, вăранса кайрăм. Ах, Турă, аса илме те хăрушă. Темле хура арçын ман çăвара хупларĕ, кĕпе-йĕме çурса пĕтерчĕ, çапрĕ...
Ватă хĕрарăм хытă хурланнипе йĕрсе ячĕ. Мăшкăлланă хыççăн арçын тарса пытанни, хăй аран-аран тирпейленсе аслă çул çине тухни, кунта «Васкавлă пулăшу» машинине тĕл пулни çинчен куççуль витĕр каласа пачĕ. «Преступник ку ял çынни мар, апла пулсан мĕншĕн çỹрет-ха вăл çĕрле çак ял çывăхĕнче?» _ пуçне çĕмĕрчĕ полици майорĕ.
Шырав ĕçĕ яла ют çын килнипе килменнине тĕпченинчен пуçланчĕ. Ку ĕçе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андреев та хутшăнчĕ.
_ Пур пирĕн аякран килни. Инкек тỹснĕ Мавра аппан ывăлĕ Леонид тĕрмерен таврăннă. Документсем йĕркеллех, _ пĕлтерчĕ кăнтăрла сулăннă тĕле Андреев.
Леонид Иванова çын япалине вăрланăшăн виçĕ çула ирĕкрен хăтарнă пулнă. Срокне вĕçлесе ирĕке тухнă иккен. Кĕтетчĕ ăна амăшĕ, питĕ кĕтетчĕ, пĕртен-пĕр ывăлĕ тĕрмерен ăс пухса килĕ, ĕçлеме вырнаçĕ, авланĕ тетчĕ... Темшĕн, Петров майор Леонида допрос тумаллах тесе шутларĕ. Ывăлĕ амăшне мăшкăллас çук пек, анчах мĕн пулмасть хальхи пурнăçра?
Допросра Леонид пăркаланма тăрăшрĕ. Мĕнех, таврăннă, тĕрмере пулмалли кунсен шучĕ иртсен пурте таврăнаççĕ. Çул çинче нимĕнле хĕрарăма та курман. Часах ĕçе вырнаçма, унтан авланма шутлать.
Паллах, мăшкăлланă хĕрарăм унăн амăшĕ пулнине каламарĕ полици майорĕ. Анчах ялта сас-хура питĕ хăвăрт сарăлатьçав. Мавра инкене такам мăшкăллани пирки пурте калаçрĕç, ирсĕр ĕç тăвакана ылханчĕç.
Пĕр эрнерен тухрĕ кинеми больницăран. Пăлтăр алăкĕ уçах пулнинчен тĕлĕнмерĕ, анчах пỹрт алăкне шалтан питĕрни ăна хытах хăратрĕ. Вара кỹршĕсене чĕнсе килме тиврĕ. Алăка пуртăпа хире-хире уçрĕç те _ пỹртри йывăр шăршă сăмсана кỹ! çапрĕ. Мачча каштинчи тахçан сăпка валли вырнаçтарнă ункăран çыхнă вĕренрен вăрăм та хуп-хура арçын çакăнса тăнине курсан, Мавра аппа хыттăн ахлатса çĕре ỹкрĕ.
_ Ывăлăм, Леонид... _ чун ыратăвĕпе асаплăн нăйкăшрĕ ватă хĕрарăм.
Вилене антарчĕç те, унăн кĕсйисене ухтарчĕç. Кỹршĕ арçынни çурмалла хуçлатнă хут татки тупрĕ.
«Каçар, анне, сана эпĕ мăшкăлланă... Палламасăр, ỹсĕр пуçпа. Çак ирсĕрлĕх хыççăн эпĕ çут тĕнчере пурăнма пултараймастăп. Каçар, анне, ухмах ывăлна...» _ тесе çырнă тикĕс мар почеркпа.
_ Йытта _ йытă вилĕмĕ, _ терĕ кỹршĕ арçынни, аллисене тăрăшса супăньпе çунă май. _ Полицие пĕлтермелле, ял территори уйрăмне. Эпĕ ун валли шăтăк чавма та каймастăп.
Мавра аппа çеç ĕсĕклерĕ те ĕсĕклерĕ, тĕрмерен таврăннă, хăй çине алă хунă ывăлĕшĕн вĕри куççуль юхтарчĕ...
Ив. САЛАНДАЕВ.