Çумăрлă çанталăка пăхмасăр

АВГУСТĂН 25-мĕшĕнче Шăмăршă округĕнче Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕнчи ỹсен-тăран карантинне, тырăпа вăрлăх пахалăхне контрольлекен надзор службин начальникĕ Павел Шемякин ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă.

Павел Шемякин çав кунах Шăмăршă округ администрацийĕн экономика тата ял хуçалăх пайĕн сектор заведующийĕпе Ильмира Тепитовăпа, «Гостехнадзорăн» Шăмăршă округĕнчи патшалăх инспекцийĕн начальникĕпе Леонид Черновпа, округри надзорпа профилактика ĕçĕн пай начальникĕпе Михаил Ильинпа, 42-мĕш пушар чаçĕн начальникĕпе Василий Масленниковпа пĕрле Пуянкассинчи Надежда Угаринăпа Геннадий Макаров фермер хуçалăхĕсенче тата «Колос» Агрофирма ОООра пулнă. Ĕçлĕ комисси аграрисене ресурссемпе тата техникăпа тивĕçтернипе, вырмара пушар хăрушсăрлăхне мĕнле йĕркеленипе интересленнĕ, хиртен пухса илнĕ тыр-пул хисепне патшалăхăн «Зерно» ФГИСне кĕртме канаш панă.

Çумăрлă çанталăка пăхмасăр, округра вырма ĕçĕ малалла пырать. Çĕр ĕçченĕсем кашни уяр сехетпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Хальлĕхе хирти тыр-пулăн çуррине яхăн пуçтарса кĕртнĕ, вăтам тухăç _ гектартан 36,9 центнер.

С.ИВАНОВ.



29 августа 2025
14:10
Поделиться