«Ватлăх та савăнăç кỹтĕр» фонд пулăшăвĕ
ÇАК кунсенче Шăмăршă муниципалитет округĕнче пурăнакан 8 пенсионер «Ватлăх та савăнăç кỹтĕр» Ыр кăмăллăх фондĕнчен апат-çимĕç сертификатне илчĕ. «Неотложка» проектпа килĕшỹллĕн, сахал тупăш илекен пенсионерсемпе инвалидсене тỹлевсĕрех апат-çимĕç продукчĕсемпе тивĕçтереççĕ. Кашни кучченеç пуххинче _ кĕрпе, сĕт-çу продукчĕ, аш-какай, фарш тата çăмарта.
«Ыр кăмăллăх фончĕпе Шăмăршăри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центра _ пире пысăк савăнăç кỹнĕшĕн _ чĕререн тав тăватпăр», _ çапла калаççĕ кучченеç илнĕ ватă çынсем чунтан хĕпĕртесе.