«Вĕрентекен, Сирте _ ача шăпи!»

«Вĕрентекен, Сирте _ ача шăпи!»

«Юлашки 5 çулта пирĕн республикăн вĕрентỹ тытăмĕ сахал мар çитĕнỹ турĕ. 111 шкула тĕпрен юсанă, кăçал тата 10 шкула юсаса пĕтеретпĕр. Вĕрентекенсен шутне ỹстерсе шкулсене тивĕçтерме тăрăшрăмăр. Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева тата общество организацийĕсем тăрăшнипе шкулти театр студийĕсен «Асам» фестивальне йĕркелесе ятăмăр. Ку ачасен талантне пĕчĕкрен çитĕнтерсе республикăра театр культурине çĕклеме пулăшĕ. Проект нумай, чи кирли _ педагогсем ĕçре çĕнĕ методикăсене алла илсе пыни. Пирĕн шкул ачисем Пĕтĕм Раççейри тĕрлĕ конкурсра çĕнтерсе пыни те çакна çирĕплетет. Стратеги планĕпе килĕшỹллĕн, педагогсен ĕç укçи тĕлĕшпе те çине тăрса ĕçлетпĕр. РФ Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшỹллĕн, педагогсен шалăвне çĕнĕлле йĕркелес ĕç пырать. Çулталăк каяллипе танлаштарсан, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне педагогсен ĕç укçи 160 процент ỹснĕ. 2025-çулхи çак кăтарту 177-178 процент пулмалла. Чи пысăк савăнăç вара пирĕн ачасен _ çамрăк армеецсен, кадет юхăмĕсен, олимпиада призерĕсен (15 финалист, 6 çĕнтерỹçĕ, 9 призер) _ çитĕнĕвĕсем».

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.

Августăн 27-мĕшĕнче Шăмăршăри Культура керменĕнче «Чăваш Республикин Шăмăршă муниципалитет округĕн вĕрентỹ аталанăвĕн программи _ Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ аталанăвĕн Стратегине пурнăçа кĕртмелли механизмĕ» темăпа вĕренỹ системин ĕçченĕсен Августри конференцийĕ иртрĕ.

Воспитательсемпе педагогсен умĕнче Шăмăршă округĕн администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн начальникĕ Николай Ендиеров доклад турĕ, 2024-2025-мĕш вĕренỹ çулне пĕтĕмлетрĕ, малашлăхри тĕллевсене палăртрĕ.

Конференци ĕçне Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин, округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Ермолаев, округри вĕренỹ сферин ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн председателĕ Светлана Жилкина, округри централизациленĕ клубсен системиндиректорĕ Александр Сатеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, ЧР Вĕрентỹ институчĕн наципе регион компонентне аталантарас ыйтусемпе ĕçлекен проректорĕ Инесса Ядранская хутшăнчĕç, тухса сăмах каларĕç, пултаруллисене Тав хучĕпе тата Хисеп грамотипе чысларĕç. Çавăн пекех, «Ачана шкула пуçтар» акципе килĕшỹллĕн, округри СВО участникĕн çемйинчи, сахал тупăшлă çемьери тата опекăра тăракан 8 ачана рюкзак парнелерĕç.

Вĕренỹ системин ĕçченĕсен пĕрлехи пухăвĕ чаплă концертпа вĕçленчĕ. Культура керменĕ çумĕнчи «Антонина» Халăх ача-пăча ташă ансамблĕ, «Фламинго» ташă ансамблĕ, «Звездочки» ача-пăча театрĕ, искус- ство шкулĕн преподавателĕсемпе воспитанникĕсем, уйрăм солистсем çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланас умĕн воспитательсемпе педагогсене юрă-ташăпа тата чĕрĕ сăмахпа савăнтарчĕç.

Мероприяти пĕлтерĕшне фойере вĕренỹ учрежденийĕсен площадкисем ĕçлени ỹстерчĕ. Выставкăсене Аслă Çĕнтерỹ 80 çул çитнине тата Раççейри _ Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи, Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне халалланă.

З.Свеклова.



29 августа 2025
14:11
Поделиться