Чи лайăххи кам-ши?
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ çулленхи «Чи лайăх муниципалитет служащийĕ» конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Чи лайăххи кам-ши? Хальлĕхе ку вăрттăнлăх иккен: çĕнтерỹçĕ ятне Шупашкарта иртекен савăнăçлă пухура пĕлтерĕç.
Çакна çеç калар: пирĕн округран конкурса округ администрацийĕн экономикăпа ял хуçалăх пайĕн начальникĕн çумĕ Елена Юманова инноваци проекчĕпе хутшăннă.