Чĕмпĕр наместничествине туса хунăранпа _ 245 çул

ИСТОРИРИ кашни паллă кунах асра тытса хăварма йывăр, апла пулин те архив дркуменчĕсене шыраса тупма тăрăшасси _ журналистсен тивĕçĕ. Çак кунсенче эпир хамăра тỹрремĕ- нех пырса тивекен куна _ Иккĕмĕш Кĕтерне патша (Екатерина II) «13 уес йышĕнче Чĕмпĕр наместничествине туса хурасси çинчен» Указ йышăннăранпа 245 çул çитнине _ палăртса иртме пултаратпăр.
Çак Указа патша 1780- çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ. Наместничествăна ертсе пыма генерал-губернатора шанса панă.
Чĕмпĕр наместничествин йышне 13 _ хула, 9 _ хула çумĕнчи сала, 18 _ слобода, 551 _ чиркỹллĕ ял тата 938 ял кĕнĕ.
Наместничествăна 13 уес çине пайланă, хальхи Шăмăршă муниципалитет округĕн территорийĕ Пăва уесĕнче шутланнă.
1789-çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче Сенат Чĕмпĕр наместничествинчи хуласен гербĕсене çирĕплетнĕ.
Пăва уесĕнчи Палтиел-Уразлеево ялĕнче православи тĕнне кĕнĕ 10 _ тутар, 104 _ чăваш, 24 _ ирçе, салтак службинче тăракан (служилые) 20 тутар пурăнни паллă. Палтиел çумĕнче Çĕнĕ Палтиел _ Алчарино ятлă пĕчĕк ял та пулнă, унта салтак службинчен таврăннă 8 тутар çемйи пурăннă.
Патирек ялĕнче (документра _ Балтаево _ Байтеряково _ авт.) тĕне кĕнĕ63 чăвашпа патшана ясак (налук) тỹлекен 4 тутар пурăннине шута илнĕ.
Пуянкасси ялĕнче тĕне кĕнĕ _ 71, ясак тỹлекен _ 5, Кахăрлă Шăхалĕнче тĕне кĕнĕ _ 47, Виçпỹрт Шăмăршăра тĕне кĕнĕ _ 81 тата службăра тăракан _ 21, Çĕнĕ Тăрăн ялĕнче тĕне кĕнĕ _ 53, Хайпăла ялĕнче тĕне кĕнĕ _ 44, Васан ялĕнче тĕне кĕнĕ _ 93, Кивĕ Шăмăршăра тĕне кĕнĕ _ 65, Ярăслав ялĕнче тĕне кĕнĕ _ 81, Карапай Шăмăршăра (документра: «деревня Шемурша на реке Карабай» _ авт.) тĕне кĕнĕ _ 119, Шăмăршăра тĕне кĕнĕ _ 50, Çỹлти Шăмăршăра тĕне кĕнĕ _ 9, Пĕчĕк Шăмăршăра тĕне кĕнĕ _ 32 чăваш (Çỹлти тата Пĕчĕк Шăмăршăсем каярахпа Чиркỹллĕ Шăмăршăпа пĕрлешсе кайнă _ авт.), Çĕнĕ Шăмăршăра тĕне кĕнĕ _ 72, Энтĕрьелĕнче тĕне кĕнĕ _ 95, ясак тỹлекен _ 9 чăваш, Ирçе Тĕккинче тĕне кĕнĕ _ 83 ирçе, Асанкассинче тĕне кĕнĕ _ 108, Пăчăрлă Пашьелĕнче тĕне кĕнĕ _ 190 чăваш, Шамккайра тĕне кĕнĕ _ 160 ирçе, Кивĕ Чукалта тĕне кĕнĕ _ 173 чăваш, Вырăс Чукалта тĕне кĕнĕ _ 70 вырăс, Çĕнĕ Чукалта ясак тỹлекен _ 105 чăваш, Улмаллăра помещик аллинчи _ 34 вырăс, Никишинăра çуртпа уйрăлса тухнă (однодворцы) _ 35, помещик аллинчи 34 хресчен пурăннине кăтартнă.
(Асра тытма: халăха шута илнине кăтартакан документа арçынсене çеç кĕртнĕ).
1780-1781-çулсенче Чĕмпĕр наместничествин генерал-губернаторĕ пулса _ Платон Степанович Мещерский генерал-поручик, 1781-1782-çулсенче _ Аким Иванович Алухтин, 1784-1792-çулсенче _ Осип Андреевич Игельстром, 1792-1794-çулсенче _ Отто Иванович Дерфельден, 1794-1796-çулсенче Сергей Кузьмич Вязмитинов ĕçленĕ.
Пĕрремĕш Павел Император 1796-çулхи декабрĕн 12 (23)-мĕшĕнче йышăннă Указпа Чĕмпĕр наместничестви вырăнне Чĕмпĕр кĕпĕрни туса хунă, унта 10 уес _ çав шутра Пăва уесĕ те _ кĕнĕ. Пăва уесĕнче 19 вулăс шутланнă. Пăва уесĕнчи халăх йышĕ çапла пулнă: 17,3 процент _ вырăссем, 3,8 процент _ ирçесем, 44,3 процент _ чăвашсем, 34,6 процент тутарсем пурăннă, пурĕ 182056 çын шутланнă.
1920-çулхи майăн 27-мĕшĕнче _ Тутар АССРне туса хунă май _ Пăва уесне пĕтернĕ, Патăрьел, Мăрат, Турхан, Хумпуç-Патăрьел, Шамккай тата Шăмăршă вулăсĕсене Хусан кĕпĕрнин Çĕрпỹ уесне панă.
Ив.САЛАНДАЕВ. (Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕнчи документсемпе усă курнă).