«Чун илемĕ _ ачамсемпе мăнукăмсенче»

Хайпăлари Мария Герасимова сентябрĕн 1-мĕшĕнче 85 çул тултарчĕ. Паллă пулăмпа ăна çывăх çыннисемпе тăванĕсем, Пуянкасси ял территори уйрăмĕн начальникĕ Сергей Петров саламларĕç, чи ырă сунăмпа пĕрле чечек çыххи тата асăнмалăх парне кỹчĕç.
... Юбиляр 1940-çулта Хайпăла ялĕнче кун çути курнă. Шкултан вĕренсе тухсан тăван «Правда» колхозра вăй хунă, ял хуçалăх аталанăвне пысăк тỹпе хывнă. Çавăн пекех М.Герасимова сывлăх сыхлавĕн системинче те тăрăшнă: район больницинче санитаркăра тимленĕ. Таса чунпа ĕçленĕшĕн хастар хĕрарăма Шăмăршă район ĕçтăвкомĕн (администрацийĕн) Тав хучĕпе, Хисеп грамотипе, хаклă парнепе темиçе хутчен чысланă.
Мария Ивановнăпа мăшăрĕ Николай Викторович пилĕк ачана пурнăç парнеленĕ. Ывăл-хĕрĕ Çĕр-шывăмăршăн усăллă çынсем пулса çитĕннĕ. Тăхăр мăнукĕпе виçĕ кĕçĕн мăнукĕ _ куç тулли савăнăç. Амăшне, асламăшĕпе кукамăшне çемьере питĕ юратаççĕ, хисеплеççĕ. _ Кил-йыш юратăвĕпе тимлĕхĕ _ çирĕп сывлăх никĕсĕ, _ тет телейлĕ хĕрарăм.
Н.Матвеева, Хайпăла ялĕн библиотекарĕ.