Фермерсен слечĕ иртнĕ

АВГУСТĂН 29-мĕшĕнче Етĕрне округĕнче Чăваш Республикинчи фермерсен VI-слечĕ иртнĕ, унта Шăмăршă делегацийĕ те хутшăннă.

Малтан республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхпе тĕл пулнă _ АПКна аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă.

Сергей Артамонов аграрисен кăçалхи çур çулхи кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Çулталăк каяллипе танлаштарсан, республикăра аш-какай туса илесси _ 6 процент, сĕт туса илесси _ 3,2 процент, çăмарта туса илесси 35,5 процент ỹсни _ начар мар ĕç кăтартăвĕ. Кăçал аграрисене _ 109, çав шутра федерацирен _ 58, республикăран 51 программăпа патшалăх пулăшăвĕ параççĕ. Слетра фермерсем умĕнче тăракан тĕллевсене палăртнă, чи лайăх ĕçлекенсене Грамотăпа тата Дипломпа хавхалантарнă.

Е.ЖОЛОБОВА.



05 сентября 2025
09:00
Поделиться