Хаваслă кăмăлпа, çутă ĕмĕтпе пуçларĕç çĕнĕ вĕренỹ çулне округри шкул ачисемпе педагогсем

Хаваслă кăмăлпа, çутă ĕмĕтпе пуçларĕç çĕнĕ вĕренỹ çулне округри шкул ачисемпе педагогсем

ВĔÇĔ-ХĔРРИСĔР Тăван çĕр-шывăмăрăн пур хулипе ялĕнчи пекех, Шăмăршă муниципалитет округĕнче те сентябрĕн 1-мĕшĕ пысăк та илемлĕ уяв пек паллă пулса юлчĕ.

Çак кун округри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан сакăр учреждени алла чечек çыххи тытнă 1152 ачана ырă сунса кĕтсе илчĕ. Пысăк йышран 88-ĕшĕ шкула пуçласа пĕрремĕш класа килнĕ. 450 яхăн ача вара хушма пĕлỹ паракан учрежденисенче пĕлỹ пухĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе, кашни шкултах çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа савăнăçлă линейка пулчĕ. Шăмăршă вăтам шкулĕнчи чаплă куна уявлама округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин, «Гостехнадзорăн» Чăваш Республикинчи патшалăх инспекцийĕн тĕп инспекторĕ Владимир Димитриев тата Шăмăршăри Христос Çурални ячĕллĕ храм настоятелĕ Николай Чувашов протоиерей хутшăнчĕç.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Ялавне çĕклеме ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă Алексей Ларионовăн хĕрĕ Милана тата СВО участникĕ Алексей Паймин тивĕç пулчĕç.

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕсем чуна хумхантарса янăранă хыççăн, хаклă хăнасем вĕренекенсемпе вĕрентекенсене Пĕлỹ кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕç, ума çĕнĕрен çĕнĕ тĕллев лартса пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшма хавхалану тата ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Савăнăçлă линейка çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланни çинчен хыпарлакан пĕрремĕш шăнкăрав сассипе вĕçленчĕ.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче округри кашни шкултах савăнăçлă линейка йĕркеленĕ, Пĕлỹ кунĕ пур çĕрте те асра юлмалла илемлĕ иртнĕ.

Е.ЖОЛОБОВА.



05 сентября 2025
09:02
Поделиться