«Ылтăн çемье» номинацире çĕнтернĕ
РЕСПУБЛИКĂРИ «Çулталăк çемйи» конкурса йĕркеленĕренпе 10 -çул çитнĕ май, çĕнĕ ятсене палăртнă.
«Ылтăн çемье» номинаци çĕнтерỹçисем хушшинче _ Шăмăршă муниципалитет округĕнчи Иванпа Валентина Тихоновсен туслă кил-йышĕ. Вĕсен çемье стажĕ _ 32 çул ытла. Çемьере 5 ача çитĕнет.
Тихоновсен девизĕ: «Хирĕçмесĕр, тавлашмасăр килĕш- терсе пурăнни _ çемьен ылтăн пек хаклă пуянлăхĕ».