Иван Медведев: «Пурнăçа сăмах хăвачĕпе юрă-кĕвĕ урлă юратма вĕрентетĕп...»

Иван Медведев: «Пурнăçа сăмах хăвачĕпе юрă-кĕвĕ урлă юратма вĕрентетĕп...»

Кашни çын пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма ĕмĕтленет, тăрăшать, талпăнать... Чун туртăмĕпе тăвакан ĕç çынна канăçлăх кỹрет, пысăкран та пысăк утăмсем тума çунатлантарать, вăй-хăват парать. Ыттисемшĕн усăллă пулни вара _ телей.

Шăмăршăра пурăнакан Иван Медведев пурнăç тĕллевне творчествăра тупнă. Вăл _ калем ăсти (нумай вăхăт хушши районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕнче вăй хунă пултаруллă журналист, сăвăçă), музыка тĕнчине парăнтарнă юрăçă, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор. Турă панă тата хăй аталантарнă-аталантаракан талантпа вăл халăхра чыс-хисепе тивĕçнĕ.

... Пултаруллă Иван Ананьевич Медведев 1955-çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ялĕнче çуралнă.

1973-çулта ял вăтам шкулне вĕренсе пĕтернĕ. Çав çулхи кĕркунне вара Ивана Совет Çарне илнĕ. Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чăваш каччи Пограничниксен çарĕнче пурнăçланă.

Салтак тумне хывсан И.Медведев Улатăр районĕн Первомайски паççулккинчи вăрман комбиначĕн хăма çуракан цехĕнче вăй хунă. Икĕ çул ĕçлесен Тамбов облаçĕнчи культурăпа çут ĕç училищине вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен, 1979-çултанпа, Рязань облаçĕн Ряжски районĕнчи пĕр ялта культура çурчĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă. Çав хушăрах куçăмсăр майпа Рязаньти культура институтĕнче вĕреннĕ. Пархатарлă ĕçшĕн Иван Медведев Рязаньти облĕçтăвкомăн культура управленийĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Тăван ен туртăмĕ Иван Ананьевича Чăваш Республикинех таврăнма хистенĕ. 1993-çулхи февральте И.Медведев Шăмăршă тăрăхне куçса килет, районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕнче корреспондентра ĕçлеме пуçлать. Вăл культура, право, медицина, строительство, çар патриотизмĕ тата ытти темăпа статья- тĕрленчĕк çырать.

Ĕçри пысăк çитĕнỹсемшĕн пултаруллă журналиста Чăваш Республикин Информаци политики тата массăллă коммуникацисен министерстви _ Хисеп грамотипе тата Тав çырăвĕпе, ЧР Журналистсен Союзĕ Хисеп грамотипе наградăланă. Çавăн пекех вăл ЧР Шалти ĕçсен министерствин Дипломне те тивĕçнĕ. Иван Ананьевич _ 1996-çултанпа ЧР Журналистсен Союзĕн членĕ. Вăл илемлĕ литературăпа та туслă. Калавĕсемпе повеçĕсем тĕрлĕ çулта республикăри _ «Тăван Атăл», «Самант» журналсенче, «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра, «Çамрăксен хаçатĕнче», Ульяновск облаçĕн «Коммунизм çути» хаçатĕнче, Патăрьел («Авангард»), Комсомольски («Каçал Ен»), Елчĕк («Елчĕк Ен»), Канаш («Канаш») районĕсен хаçачĕсенче кун çути курнă.

Перо ăсталăхĕпе пĕрлех журналист музыка инструменчĕпе калас пултарулăха та аталантарать. Ял вăтам шкулĕн 9-класĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн, çуллахи каникулта, Иван Канаш районĕн Аслă Пикшик ялĕнчи кирпĕч заводĕнче ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе хут купăс туяннă пулнă. Хут купăс каласси тата юрласси уншăн чун киленĕçĕ пулса тăнă. Ăçта ĕçлесен те, илем туйăмĕллĕскер вырăнти концертсене хастар хутшăннă. Хаçатçăра тимленĕ хушăра та вăл район Акатуйĕнче, Культура керменĕнче лирикăллă юрăсем шăрантарнă. Юрăсем те кĕвĕленĕ. Акă Иван Саландаев журналистăн сăввисемпе вăл «Тăван Шăмăрш Ен», «Манмастпăр Уруков ятне», «Спорт комплексĕ _ сывлăх» юрăсем хайланă. Вĕсене районти арçынсен тата хĕрарăмсен халăх хорĕсем (илемлĕх ертỹçисем _ Елена Еремеева, Виктор Харитонов) тулли кăмăлпа шăрантарнă. Çавăн пекех И.Саландаевпа пĕрле çырнă «Юрататăп сана, Шăмăрш Ен» тата «Вăрçăран килеймен салтаксем» юрăсене Иван Медведев солист пулса пысăк хавхаланупа юрланă. Районти Культура керменĕнче тата Çĕнтерỹ паркĕнче ку юрăсем темиçе хутчен те янăранă. Çак тата çỹлерех асăннă юрăсене район çыннисем яланах хапăл туса йышăннă, хыттăн алă çупнă. Кунта, паллах, юрăç вокалистăн илемлĕ сассине те палăртмалла.

Иван Медведев районти илемлĕ пултарулăх коллективĕсен конкурс-фестивалĕсенче «Пĕччен юрласси» номинацире яланах пĕрремĕш вырăн йышăннă, лауреат Дипломне тивĕçнĕ. Вырăнти тата зона шайĕнчи (районсем хушшинчи) «Çĕнтерỹ салючĕ» республика фестивалĕн конкурсĕсенче çĕнтерсе, И.Медведев тата Карапай Шăмăршăри Нина Полякова солистсем (аккомпаниаторĕ _ Виктор Харитонов) Шупашкарти гала-концерта та хутшăнма тивĕç пулнă. Вĕсене лауреат Дипломĕпе чысланă.

И.Медведев хăй çырнă сăвăсем тăрăх та юрăсем кĕвĕлет, вĕсене республикăри паллă юрăçсене сĕнет. Унăн «Любимый край» юррине паллă юрăç _ Фарида _ хăйĕн репертуарне кĕртнĕ. Çак юрра эпир республикăри «Радио России _ Чувашия» радиоканалпа та итлетпĕр. Ку канал эфирнех И.Медведев купăсçă Исай Тобольский поэт-фронтовик сăввипе кĕвĕленĕ «Письмо солдата» юрă та тухать. Юрра республикăри оперăпа балет театрĕн солистки пулнă Валентина Двойнова хăватлăн шăрантарать. Кунсăр пуçне Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн солистки Елена Леонтьева та пирĕн Медведевăн «Кĕтсе илчĕ салтака» тата «Ай, юрлар-и, тăвансем» юррисене хăйĕн репертуарĕ валли илнĕ. Иккĕмĕш юрри Чăваш радиовĕн «Кайри _ мала» конкурсĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă, вăл çỹлерех асăннă ансамблĕн кăçалхи сезонĕнчи репертуарĕнче те пулнă. Сăмах май, Елена Леонтьева хитрен шăрантаракан çак юрăсем «Тăван радиопа» та, Чăваш наци радиовĕпе те янăраççĕ.

2015-çулхи сентябрьте Иван Ананьевич тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Пушă вăхăтравăл алла час-часах купăс тытать, тĕрлĕ кĕвĕ калать. Пĕрлех юрлать, хăйĕн лири- кăллă тенор сассине тивĕçлĕ шайра тытса тăма тăрăшать.

Пĕтĕм тĕнчери Ватăсен кунĕнче районти хаçат редакцийĕн коллективĕ пенсичченех кунта ĕçленĕ ветерансене пухать: вĕсене ятран каласа чыслать, ырă ĕçĕсене асăнать, техĕмлĕ чейпе тата тортпа сăйлать. И.Медведев уява хут купăспах килет. Хальхи хаçатçăсем тата пичет ветеранĕсем пĕрле юрлани, такмакласа ташлани уява илем кỹреççĕ. Купăсăн çепĕç сасси чун-чĕрене çĕнĕ вăй-хăватпа çирĕплетет.

Çапла, хаçат урлă район историне çырнă, музыкăн асамлă тĕнчинче чун канăçлăхне тупнă пултаруллă Çыннăмăр сăвви-юрри-кĕввипе ыттисен кăмăлне çĕклет, пурнăç илемне туйма пулăшать... Пархатарлăх!

Зинаида Свеклова.



05 сентября 2025
11:10
Поделиться