Ĕçкĕ ырă тумасть

КУЛЛЕН эрех-сăмакун виçесĕр ĕçекен çын вăтамран 55 çултан ытла пурăнаймасть, урăлма пĕлмесĕр ĕçекенсен ĕмĕрĕ вара 45 çултан нумай иртмест. Статистика кăтартăвĕсем Раççейри кашни тăваттăмĕш çын алкоголизмран вилнине çирĕплетеççĕ. Онкологи чирĕ те нумай чухне эрех-сăра ĕçнипе пуçланать.

Стастистика çакна та çирĕплетет: спиртлă шĕвексене куллен ĕçекен кашни пиллĕкмĕш çын пĕвер циррозĕпе нушаланса вилет. Алкоголизм панкреатит тата вар-хырăм чирĕсем аталанасси патне илсе çитерет. Çак чирсене çийĕнчех сиплемесен, çын пурнăçран уйрăлса каясси те инçе мар. Эрех-сăрапа иртĕхекенсем чĕре чирĕпе аптăраса та хăвăрт вилеççĕ.

Спиртлă шĕвекпе наркăмăшланса вилекенсем те сахаллăн мар. Акă çавăнпах ĕнтĕ çыннăн сывă пурнăç йĕркине суйласа илмелле, физкультурăпа тата спортпа туслашмалла. Енчен те алкоголизмран хăвăр тĕллĕн уйрăлаймастăр пулсан, врачсенчен пулăшу ыйтăр. Опытлă врачсем сире çак чиртен сиплеме пултарĕç.

О.ПОЛКОВНИКОВА, Шăмăршă район тĕп больницин врачĕ.



05 сентября 2025
11:28
Поделиться