Карапай Шăмăршă ял территори уйрăмĕ _ республикăра виççĕмĕш вырăнта
Чăваш Республикинче муниципалитет округĕсенчи ял территорийĕсем хушшинче 2024-çулта ирттернĕ конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Конкурс 4 ушкăнра иртнĕ. Иккĕмĕш ушкăнра (1001-1500 çын пурăнакан ял территори уйрăмĕсем хушшинче) Карапай Шăмăршă ял территори уйрăмĕ виççĕмĕш вырăн йышăннине палăртнă, ăна III-степень Дипломпа чысланă.
В.ЯКОВЛЕВ.