«Кашни ачаран чăн-чăн патриот çитĕнтĕр»

«Кашни ачаран чăн-чăн патриот çитĕнтĕр»

(Вĕрентекенсен Августри конференцийĕнче тунă докладран)

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн, 2024-çулхи май уйăхĕнче патшалăхăн 2030-çулчченхи тата 2036-çулчченхи аталанăвĕн наци проекчĕсене çирĕплетнĕ. Вĕсенчен пĕри халăх вĕрентĕвĕпе çыхăннă.

2024-çулхи кĕркунне тĕрлĕ ведомствăпа организацин пин ытла экспертне пĕрлештерекен 15 ĕç ушкăнне çирĕплетнĕ, вĕсем Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ аталанăвĕн Стратегийĕ тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.

Документăн тĕп тĕллевĕ: наци вĕренĕвĕн системине аталантарасси. Вăл кашни çыннах пахалăхлă вĕренỹпе тивĕçтермелле, пурнăçра харпăр хăй вырăнне тупма, патриотсене тата социаллă яваплă граждансене çитĕнтерме пулăшмалла. çавăн пекех Раççее гуманитарипе, наукăпа тата технологипе лидерсен йышне кĕме çул уçмалла.

Патшалăхăмăрăн политики çакăн çинче никĕсленет: çитĕнекен ăрăва 2 уйăхран пуçласа 7 çулччен шкулчченхи вĕрентỹпе тивĕçтересси; шкул çулне çитмен ачасен ашшĕ-амăшĕн (законлă представительсен) компетентлăхĕ (патшалăх ачаллă çемьесене пулăшни, шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсене çỹрекен ача-пăчан аталанăвĕпе воспитанийĕ çинчен пĕлсе тăни); РФ халăхсен ăс-хакăлĕпе кăмăл-сипет тата социаллă культура хаклăхĕ, историпе наци тра- дицийĕсем урлă вĕрентỹ содержанине çĕнетесси; çав шутра _ федерацин патшалăх вĕрентỹ стандартне тата федерацин шкулчченхи вĕрентỹ программине актуализацилесси, шкулчченхи татапĕтĕмĕшле пуçламăш пĕлỹ парассине çỹллĕ шая çитересси; предметсен ĕç программисен пĕлтерĕшне çĕклесси, математика, естество тата наука пĕлĕвĕн пахалăхне лайăхлатасси; истори пĕлĕвне ỹстерес тĕлĕшпе мероприятисене пурнăçа кĕртесси; пĕтĕмĕшле тата хушма пĕлỹ тăрăх ачасен харпăр хăй кăмăлĕ, пĕлĕвĕпе хăнăхăвĕ урлă маларах профориентаци (професси суйлама хăнăхтарасси) ĕçне туса пырасси, практикăпа ориентаци мероприятийĕсене регионсенчи профориентаци программисемпе 6-11-классенче ирттересси.

Округри вĕренỹ системине аталантарни регион, федераци программисене аталантармалли услови пулса тăрать. Шăмăршă муниципалитет округĕн вĕрентỹ учрежденийĕсен системи 12 юридици сăпатне _ 4 вăтам шкула, 3 тĕп шкула, 1 пуçламăш шкула, 4 ача садне пĕрлештерет.

Çитĕнекен ăрăвăн сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе услови çителĕклĕ. Кăçал пур вĕренỹ учрежденийĕнче те мачча çинчи йывăç конструкцисене вут-кăвартан хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕç (1869,5 пин тенкĕлĕх) туса ирттернĕ, электричество тĕрĕслемелли ĕç-пуçа 1 миллиона яхăнлăх тунă. Шăмăршă вăтам шкулĕнче йывăç чỹречесен блокĕсене пластикран тунисемпе ылмаштарнă (500 пин тенкĕлĕх), ăшăпа тивĕçтерекен сече юсанă (500 пин тенкĕлĕх). Шăмăршăри «Ромашка» ача садĕнче автоматикăпа ĕçлекен хапха лартнă. Шкулсен апат-çимĕç блокĕсем валли кухньăра усă курмалли оборудовани туянас ĕç пырать. Ростелеком ПАО ĕçченĕсем шкулсене пĕрлехи сетьпе çыхăнтарчĕç. Çакă контент фильтрацине тума, персональнăй даннăйĕсене хỹтĕлеме пулăшĕ, Августăн 28-мĕшĕнче вĕренỹ учрежденийĕсем терракт хăрушлăхне сирес тĕлĕшпе йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççей вĕренĕвне хутшăнчĕç.

Пилĕк шкулăн 350 вĕренекенне 10 автобус турттарать. Автобуссенче ГЛОНАСС системи, тахограф пур. Транспорт ЧР Патшалăхăн çул-йĕр надзорĕ витĕр тухнă. 2024-2025-мĕш вĕренỹ çулĕнче шкулчченхи, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисенче, хушма пĕлỹ паракан учрежденисенче 176 (иртнĕ вĕренỹ çулĕнче _ 179) педагог шутланать, çав шутра _ 117 учитель, 35 воспитатель. Педагогсен 16 проценчĕ _ 60 çултан иртнĕ, 45 проценчĕ 55 çултан иртнĕ çынсем. Çакă педагогсен кадрне «çамрăклатма» хистет. Пулас педагогсене шкул сакки çинчех хатĕрлемелле: 7-8-классенчех ачасене учитель профессийĕпе çывăхлантармалла.

Педагог ĕçĕн ăсталăхне ỹстерессинче професси конкурсĕсем ырă витĕм кỹреççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 16 педагог професси тупăшăвне хутшăнчĕ. Çĕнтерỹçĕсем республикăра ăс-хакăлĕпе ăсталăхне виçрĕç, тивĕçлипе округ чысне хỹтĕлерĕç.

Кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне округри ача сачĕсенче воспитани илекен шăпăрлансен хисепĕ 199-па танлашать, 74-шĕ шкул çумĕнчи шкулчченхи ушкăна çỹрет. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче ача сачĕсемпе шкулчченхи ушкăнсенче воспитани илекен хĕрачасемпе арçын ачасен ашшĕ-амăшĕн компетентлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Юлашки çула илсен, ку учрежденисенче ашшĕ-амăшне çак пĕрлехи мероприятисене явăçтарнă: 32 экскурси, ашшĕ-амăшĕн 56 пухăвĕ, 13 вĕренỹ семинарĕ.

Воспитанниксен ỹсĕмĕ республика шайĕнче те палăрчĕ. Вĕсем: «Чăваш Ен çыннисем. Вĕсем Тăван çĕр-шывшăн çапăçнă», «Професси тĕнчи» конкурссенчи çĕнтерỹ («Сказка» ача сачĕ), «Чăваш Ен ахахĕсем» конкурсри 3-вырăн («Василек» ача сачĕ), «Хунав» тата «Черчен чечексем» конкурссем _ 2-вырăн, «Эпĕ юмах ỹкеретĕп» тата «Шанчăклă туссем» конкурссем _ 3-вырăн («Ромашка» ача сачĕ). Çакă _ воспитательсен ырми-канми ĕçĕн «çимĕçĕ».

Патшалăх аттестацийĕ (ГИА), Пĕрлехи патшалăх экзаменĕ (ЕГЭ) тăрăх вара учительсен ĕçне хаклама пулать. 2024- 2025-вĕренỹ çулĕ вĕçĕнче тытнă экзаменсен пĕтĕмлетĕвĕ, округĕпе илсен, çапла: 11 класс пĕтернĕ 58 вĕренекенрен 13-шĕ ятарлă аттестат тата 1-степеньлĕ 7 медаль, 2-степеньлĕ 6 медаль илме пултарчĕç. Ку çитĕнỹ учительсем тарăн пĕлỹ памасăр тата вĕренекенсем тăрăшмасăр килмен паллах.

Предмет олимпиади _ вĕренекенсен пĕлĕвне тĕрĕслемелли, талантлă ачасемпе çамрăксене тупса палăртмалли мел. Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадисен муниципалитет тапхăрне 612 (иртнĕ вĕренỹ çулхинчен 22 ытларах) вĕренекен хутшăнчĕ. Вĕсенчен 94-шĕ çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышне кĕчĕç: эффективлĕх _ 16,18 процент. Çав шутра: физкультурăпа _ 21, акăлчан чĕлхипе тата литературипе _ 13, пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсемпе _ 11 çĕнтерỹçĕпе призер. Чи нумай çĕнтерỹçĕпе призер хатĕрлекенсем _ Шăмăршă (73) тата Карапай Шăмăршă (14) вăтам шкулĕсем.

Регион тапхăрĕнче, иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 26-ăн тупăшнă, çĕнтерỹçĕсемпе призерсем 6-ăн, эффективлăх _ 23,08 процент. Ачасене пĕлĕве кирлĕ шайра кăтартмашкăн çак педагог-наставниксем сумлă тỹпе хывнă: Ирина Харитонова, Сергей Хафизов, Александр Еремеев (Шăмăршă ВШ), Юрий Ермолаев, Наталья Тимошкина (Карапай Шăмăршă ВШ).

Воспитанипе вĕрентỹ _ уйрăлми ĕçсем. Ытти çĕрти пекех, пирĕн округри вĕрентỹ учрежденийĕсенче те эрнене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх Ялавĕсене çĕкленинчен тата çĕр-шывăмăрпа республикăмăр Гимнĕсене юрланинчен пуçлатпăр. Ку _ патриотизмла воспитани пуçламăшĕ.

2024-2025-вĕренỹ çулĕнче Чăваш Енĕн Вĕренỹ министерстви çĕнĕ проектсене çул пачĕ: «Университет шăматкунĕ», «Çăлтăрпа» _ зарядка», «Çăлтăрпа» _ ирхи апат», «Малашлăха _ билет», «Директорпа _ ирхи апат», «Тăван енпе _ кутамккапа», «Ашшĕ-амăш тĕпелĕ», «Вĕренỹ вырсарникунĕ», «Тĕп хулари кун», «Шуршăл çийĕнчи çăлтăрсем». Проектсене Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕ хастар хутшăнчĕ, çывăх вăхăтра ăна Перекет банкĕ ПАО пысăк телескоппа чыслĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче шкулсенчи 422 вĕренекен «Университет шăматкунĕ» проекта хутшăнчĕ, 146-шĕ Шупашкарта куçăмлă майпа пĕлỹ илчĕ, 447 шкул ачи «Вĕренỹ вырсарникунĕ» проектра хастарлăх кăтартрĕ, шкулчченхи учрежденисен 406 воспитанникĕ «Тăван енпе _ кутамккапа» проект патне çул хыврĕ.

Кивĕ Чукал тĕп шкулĕн вĕренекенĕ Мария Ларионова (ертỹçи _ Татьяна Андреева) «Аслă Çĕнтерĕвĕн пĕрлехи çулĕ» наукăпа тĕпчев ĕçĕсен фестивалĕнче çĕнтерчĕ, Белоруссие кайса курни уншăн парне вырăннех пулчĕ.

Шăмăршă вăтам шкулĕн «Непоседы» театр студийĕ (ертỹçи _ Марина Кудрявцева) Пĕтĕм Раççейри ача-пăчапа çамрăксен фестивалĕн регион тапхăрĕнче çĕнтерме ăсталăх çитерчĕ. Çак шкулăн «Подвиг» çарпа патриотизм клубĕ (ертỹçи _ Александр Еремеев) Чăваш Енĕн призыва лекмелли çамрăкĕсен ÇПК хушшинче пульăпа перессипе 1-мĕш вырăна тухрĕ. Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем (ертỹçи _ Галина Тимофеева) _ «Чăваш Ен _ пин çăл куç тăрăхĕ» наукăпа тĕпчев ĕçĕсен тата çăл куçсен ландшафпа архитектура хăтлăхĕн проекчĕсен республика шайĕнчи конкурсĕн çĕнерỹçисем. Ку учрежденин 6-класĕ вара «Халăхсен туслăхĕнче _ Раççей пĕрлĕхĕ!» регионсем хушшинчи наци культурисен 2-мĕш фестивалĕнче чи пултарулли пулчĕ. Ачасен çитĕнĕвĕсем татах та пур. Шкулсенчи 7 волонтер отрячĕ _ пысăк вăй. Волонтерсем ятарлă çар операцийĕнче тăракансене çыру çырса, ỹкерчĕк туса яни, окоп çурти хатĕрлени, маскировка сетки çыхни _ патриотизм палли.

Пĕтĕм Раççейри çарпа патриотизмăн «Юнармия» обществăлла юхăмĕ анлăн сарăлни округа чыс кỹрет. Паянхи куна пирĕн çамрăк армеецсен 7 отделенийĕ ĕçлет, 252 вĕренекене пĕрлештерет. Кашнин çамрăк армеец кĕнеки, ятарлă эмблемăллă значок пур. Çавăн пекех «Подвиг» (Шăмăршă ВШ), «Пограничник» (Карапай Шăмăршă ВШ), «Чепкасинец» (Анат Чаткас тĕп шкулĕ) çарпа патриотизм клубĕсем ачасемпе çамрăксемшĕн паллă вырăн йышăнаççĕ. Патриотизмла воспитани парассинче вĕсем тĕп вырăн йышăнаççĕ.

2025-2026-вĕренỹ çулĕнче туса ирттермелли ĕç нумай. Вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕ тата воспитательсемпе педагогсем пĕрлехи вăйпа умри тĕллевсене тивĕçлипе пурнăçлаççех. Шанатпăр, ача сачĕсен кашни воспитанникĕ, шкулсен кашни вĕренекенĕ тивĕçлĕ воспитанипе пĕлỹ илĕ; вĕсенчен чăн-чăн патриот çитĕнĕ.

Н.Ендиеров, округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн начальникĕ.



05 сентября 2025
11:25
Поделиться