Китай лицензийĕпе трактор кăларма пуçлĕç
ШУПАШКАРТИ «Агромаш» завод Китай лицензийĕпе трактор туса кăларма пуçлĕ. Предприятин генеральнăй директорĕ Алексей Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, Китайри ял хуçалăх техники туса кăларакан производительпе иртнĕ çул килĕшỹ тунă. Çак килĕшỹ тăрăх, «Агромаш» завод «Агромаш- Lovol ТД904» трактор туса кăларĕ. Малтанласа машина комплекчĕсене пухĕç, кайран пĕтĕмпех кунта туса кăларасшăн.