ШĂМĂРШĂ ипподромĕ çывăхĕнчи çамрăк вăрмана кăмпаçăсем пынă та... çỹп-çап купи сарăлса выртнине асăрханă. Паллах, ăпăр-тапăра кам тăкса хăварнине, тавралăха кам вараланине никам та «курман-илтмен». Çут çанталăк илемĕ чакса пыни никама та пăшăрхантармасть-ши вара?