Олег НИКОЛАЕВ: «Ĕç хăвăртлăхне ỹстермелле, рынока хамăрăн таварсемпе тултармалла»

Олег НИКОЛАЕВ:  «Ĕç хăвăртлăхне ỹстермелле, рынока хамăрăн таварсемпе тултармалла»

ИРТНĔ эрнере Аслă экономика канашĕнче тĕрлĕ отрасль экономикине малалла сỹтсе явнă. Хальхинче пĕчĕк тата вăтам бизнесăн 2030-çулчченхи аталанăвĕн Стратегине тĕплĕн тишкерсе хак панă.

_ 2020-çулта эпир çирĕп никĕс хыврăмăр, _ тенĕ ларăва уçнă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. _ Кашни бизнес-идейăна шута илме, тишкерсе хаклама тата унăн аталанăвĕн тĕрлĕ тапхăрĕнче пулăшăвăн витĕмлĕ инструменчĕсемпе тĕрĕслеме калаçса татăлнăччĕ.

Унтан тивĕçлĕ институтсене йĕркелерĕмĕр, вĕсене укçапа çирĕплетрĕмĕр. Паян вара иртнĕ 5 çулта тунă кăтартусене пысăка хурса хаклама пултаратпăр. Стратегире палăртакан тĕллевсене эпĕ чи малтан ĕç хăвăртлăхне ỹстерессинче, рынока хамăрăн таварсемпе тултарассинче, вĕсене пĕтĕм тĕнчипех сутассинче куратăп. Пĕтĕмĕшле илсен, çак ĕçсем кашни çыннăн пурнăç пахалăхне лайăхлатма пулăшĕç.

Иртнĕ 5 çулта Чăваш Республикинче пĕчĕк тата вăтам бизнесăн çĕнĕрен йĕркеленĕ предприятийĕсен шучĕ 40 процент ытла ỹснĕ. Республика экспорчĕн тĕп пайĕ _ 95 проценчĕ _ вĕсен тỹпи. Тĕп капитала хывнă инвестицисен калăпăшĕ _ 1,7 хут, регион бюджетне хывакан нулуксен калăпăшĕ 2 хут ытла хушăннă. Стратегире пĕчĕк тата вăтам бизнеса патшалăх енчен пулăшмалли комплекслă тытăм йĕркелессине палăртнă. Хăйсен ĕçне пуçарас кăмăллă çынсене бизнес тытма вĕрентмелле, хăй тĕллĕн ĕçлекен институтсене аталантармалла. СВО ветеранĕсене предпринимательлĕх сферинче тымар яма пулăшмалла, инвестицисен калăпăшне ỹстермелле, регионти сутăçăсене федераци шайĕнчи маркетплейссенче ĕçлеме явăçтармалла тата ытти те. Юлашки 5 çулта республикăра 16 кластер тата промышленность паркĕ йĕркеленнĕ, 3 пин ытла предпринимателе укçан пулăшнă _ пĕтĕмпе 5,5 миллиард тенкĕлĕх. Вĕсем 4,5 пин ытла ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.

Н.ИЛЬИНА.



05 сентября 2025
13:57
Поделиться