Патăрьелĕнче çỹп-çап уйăракан комплекс пулĕ
ПАТĂРЬЕЛ тăрăхĕнче çỹп-çап уйăракан (мусоросортировочный) комплекс тума пуçăннă. Вăл 2,5 гектар лаптăк çинче вырнаçĕ. Комплекса 2026-çул вĕçĕнче туса пĕтермелле. Республикăра, «Хупă цикл экономики» федераци проекчĕпе, йăлари хытă каяшсене уйăракан 3 комплекс тума палăртнă.