«Пехетре» _ экологи енчен таса продукци

ИРТНĔ эрнере Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хамăрăн ырă кỹршĕпе _ Марий Эл Республикин Пуçлăхĕпе Юрий Зайцевпа пĕрле _ Шупашкарти «Пехет» агромаркетра пулнă. Икĕ регион ертỹçине Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин лесничествисен продукцийĕ уйрăмах килĕшнĕ. Экологи тĕлĕшĕнчен таса тата сывлăхшăн усăллă вăрман çимĕçне хула çыннисем те хапăл тусах туянаççĕ. Тĕрлĕ сортлă пыл, маринадлă кăмпа, вăрман çырли, эмел курăкĕсем, улма-çырла варенийĕ тата ытти продукци прилавок çинче нумай тытăнса тăмаççĕ. Хурăн тата юман милĕкĕсене те савăнсах илеççĕ. «Пехетре» Шăмăршă лесничестви тăратнă продукцие те туянма пулать. Марий Эл Республикин Пуçлăхĕ Юрий Зайцев çакнашкал агромаркет хăйсем патĕнче те уçма шутлани çинчен пĕлтернĕ. «Кỹршĕсенчен вĕренмелле, чăвашсемпе мариецсем _ мĕн авалтан туслă пурăнакан халăхсем», _ тенĕ Юрий Зайцев.

Е.ЖОЛОБОВА.



05 сентября 2025
13:58
Поделиться