Пурăнать ялта староста

ПĔР-ПĔР çын ют яла пурăнма куçсан вырăнтисем ăна темшĕн килĕштерсех кайманни вăрттăнлăх мар. Кĕвĕçекен те пур: «Ĕçмест, туртмасть, ялан ĕçшĕн тăрăшать, укçине ăçта чикет-ши?»
Улмаллă ялĕн старостине Виктор Матвеева вара пурте хисеплени, ватти те, вĕтти те: «Васильччă» тесе чĕнни мана тĕлĕнтерчĕ. Халăх хисепне мĕнпе тивĕç пулнă-ха Виктор Васильевич?
_ Эпĕ хам Пăчăрлă Пашьелĕнче çуралнă, _ каласа парать Матвеев. _ Улмаллăна куçса килнĕренпе 30 çул та иртрĕ ĕнтĕ. Арçын тивĕçне туллин пурнăçларăм темелле: çурт лартрăм, сад ĕрчетрĕм, мăшăрпа 4 ача çуратса çитĕнтертĕмĕр.
Малтан эпĕ фермер пуласшăнччĕ. Унтан тĕплĕн шухăшларăм та, хальлĕхе хамăн ĕçе йĕркеленипех çырлахас терĕм, _ сăмахне малалла тăсать Виктор Васильевич. _ 5 пуç ĕне, 2 пуç вăкăр, 30 пуçа яхăн качака тытатпăр. Выльăхсем ял тăрăх ирĕкре çỹремеççĕ: вĕсем валли çуллахи лагерь йĕркелерĕм. Вите те çителĕклĕ. Улмаллă ялĕн йĕри-тавра улăх-çаран нумай: кĕтỹ кĕтме те, выльăх апачĕ хатĕрлеме те ан ỹркен кăна!
Виктор Матвеев _ çирĕп кĕлеткеллĕ арçын. «Çамрăк чух спортсмен пулман-и Эсир?» _ ыйтрăм унран.
_ Мĕнле «пулман-и?» Халĕ те _ спортсмен! _ йăл! кулса хуравларĕ Виктор Васильевич. _ Кашни ир физзарядка тăватăп, чупатăп, кире пуканĕ йăтса шăм-шакка тĕреклететĕп. Хĕлле йĕлтĕр йĕрĕ çине тăратăп. Çамрăк чух алă вăйĕпе кĕрешессипе инструктор-методист пулса та ĕçлерĕм, Шăмăршă Акатуйĕнче те кĕрешнĕ. Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче вĕреннĕ чух пĕрлештернĕ команда капитанĕ пулнă.
Виктор Матвеев _ 8 ачаллă çемьере çуралса ỹснĕскер _ мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçнă. Ачисене те выльăх-чĕрлĕх пăхма, пахчара вăй хума хăнăхтарнă. Матвеевсем тăватă ачине те тивĕçлĕ воспитани панă. Андрей ывăлĕ _ çар служащийĕ, Тăван çĕр-шыва тăшманран хỹтĕлет.
_ Ял старости пулнă май, яланах халăхпа пĕрле пулма тăрăшатăп, _ терĕ Виктор Васильевич. _ Акă «хĕрỹ точкăсенче» маларах çапăçнă тата халĕ те çапăçакан ял çамрăкĕсене чысласа стелла лартрăмăр. Округ центрĕнчи палăкран пĕрре те кая мар.
СВОра паттăррăн çапăçакан ентешсене пулăшасси те _ пирĕн таса тивĕç. Автомашина туянса, çар условийĕсенче çỹреме майлаштарса малти линие леçрĕмĕр. Ял старостин куçа курăнсах кайман ĕç те тем чухлех. Урамсене тирпейлĕ тытмалла _ каллех старостăн ырă тĕслĕхĕ кирлĕ. Ялта выльăх аптăрасан ветеринара чĕнмелле _ карчăк-кĕрчĕк староста патне пулăшу ыйтма пырать. Ĕç ветеранĕсемпе ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисем те старостăн ырă кăмăлне туйсах тăраççĕ.
Виктор Васильевич пĕчĕк ял уявне ирттерессине те хăйĕн тивĕçĕ тесе шутлать. Паллах, Чукал ял территори уйрăмĕпе пĕрле. Ял территори уйрăмĕн пуçлăхĕн ĕçне туса пыракан Наталия Храмова старостăн кашни пуçарăвнех ырласа йышăнать.
Ялта савăнăçлă мероприяти ирттерме беседка туса лартнинех илер. Округри урăх хăш ялта пур-ши çакăн пек илемлĕ вырăн? Веçех ял старости тăрăшнипе пулнă.
Нумай-нумай ырă ĕçне шута илсе, Виктор Матвеева 2024-çулта республикăра 100 çын таран пурăнакан ялсем хушшинче «Чи лайăх староста» ят панă, Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Совечĕн Дипломĕпе чысланă. Тепĕр пысăк награда: Виктор Васильевич Пĕтĕм Раççейри хăй тытăмлăх аталанăвĕн ассоциацийĕн Хисеп грамотине илме тивĕçнĕ. Кăçалхи май уйăхĕнче вара ăна округри Хисеп хăми çине кĕме тивĕç пулнă ятпа саламларăмăр.
...Виктор Васильевичпа унăн илемлĕ те тĕреклĕ кил-çурчĕ умĕнче калаçса тăратпăр. Кăкăрĕ çинче «Чернобыльти АЭСри аварие сирсе яма хутшăннăшăн» паллăна асăрхарăм та, ăна мĕншĕн пани пирки ыйтмасăр тỹсеймерĕм.
_ Çапла, эпĕ _ Чернобыльти атом электростанцийĕнчи авари хăрушлăхне пĕтерме хутшăннă çын, _ лăпкăн çеç каларĕ Матвеев. _ Шел, наградăна нумай çул иртсен çеç пачĕç, çавăнпа та патшалăхăн нимĕнле çăмăллăхĕпе те усă кураймарăм. Чернобыльте пĕрле пулнă юлташсене тăтăш аса илетĕп, çакăнти пек хăрушă инкек урăх нихăçан та ан пултăрччĕ тесе ăшăмра кĕл тăватăп.
Август уйăхĕн вĕçĕ. Çанталăк ытарма çук илемлĕ. Виктор Васильевич юратнă мăшăрĕпе _ Татьяна Петровнăпа _ çывăхри вăрмана кăмпана кайма тухнă.
_ Çумăр хыççăн тĕрлĕ кăмпа шăтса тухрĕ _ татма çеç ĕлкĕр! _ теççĕ Матвеевсем. _ Кăçал çĕр çырли те, хура çырла та нумай пулчĕ. Пахчара çĕр улми те ăнса çитĕнчĕ _ йăтăнчĕ кăна! Самани çеç лăплантăрччĕ, яланах пăшăрханса _ хумханса пурăнас марччĕ.
Эпир та çапла шутлатпăр, вăрçă-харçă иртсе кайсан телейлĕ те тулăх кунсем-çулсем пуçланасса шанса пурăнатпăр.
Ив.САЛАНДАЕВ.